Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Президентăн Тав çырăвне илме тивӗçнӗ

РФ Президенчĕн Администрацийĕн ертӳçин пĕрремĕш çумӗ Сергей Кириенко Мускавра «Кино на службе отечества» фестивальте ятарлă çар операцине хутшăнакансен çинчен кино ӳкерекен режиссер-документалистсене тата «Уголь земли русской» проектăн ӳнӗрçисене Р‎Ф Президенчӗн Тав çырăвне парса чысланă.

Награда илекенсем хушшинче – Чăван Енре çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Санкт-Петербургра пурăнакан чăваш ӳнӗрçи – Евгений Юрьевич Емельянов. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансен портречĕсене ӳкерет.

«Уголь земли русской» проекта Тăван çӗршыв  хӳтӗлевçин  сăнарне йӗркелес тесе пуçарса янă. Тӗп тема тата концепци – Раççей салтакӗсен хастарлăхӗпе çирӗплӗхне ăсталăх урлă палăртасси. Ӳнерçӗн кăмрăкпа усă курмалла. Евгений Емельянов «Александр Невский» пехотăн çар машинин экипажӗн командирӗн  Владимир Кулешинăн портретне хатӗрлесе проектра хутшăнма пуçланă. Çавăн пекех «Исповедь» ӳкерчӗкӗн сăнарӗ те вăлах пулса тăнă.

Сăнӳкерчӗк «ФНКАЧР Чувашский мир» телеграмм-каналтан. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чуваши России художник #Чувашия #Художник #НаградаПрезидента #Патриотизм #Искусство #ИсторияРоссии