Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрин шалăвӗ 23 пинпе танлашнă чух теприне 300 пин тенкӗ тӳлеме хатӗр

Ӗçлекен кирлӗ, анчах мӗн чухлӗ тӳлеме хатӗр-ха ӗç паракансем. Асăннă виçӗ отрасле илес пулсан, производствăра 23 пин, строительствăра 32 пин, транспорт предприятийӗсенче 27 пин тенкӗ тӳлеме шантараççӗ. Паллах, паянхи пурнăç хакне илсен ку нумай мар. Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви çирӗплетнӗ тăрăх, вăтам ӗç укçи Тутарстанра паян 38 пин тенкӗпе танлашать. Паллах, ку чăн пурнăçпа килсе тăмасть. Пуянсемпе чухăнсен ӗç укçине пӗрлештерсен,паллах, çакăн пек цифра куратпăр.  Камсене пысăк ӗç укçи тӳлеççӗ-ха?

Коронавирус Тутарстанăн ӗç рынокне аванах силлесе илчӗ. Хăш-пӗр отрасльте кадрсен енӗпе чăн-чăн «выçлăх» хуçаланать, хăш-пӗринче хаксем ӳснине пăхмасăрах ӗç укçине чакарнă. Мӗн тумалла, енчен те пандемин иккӗмӗш хумӗ килсе çапсан?

Пӗтӗмлетсе каласан, мӗнлерех лару-тăру хуçаланать паян ӗç рынокӗнче? Çавăн пирки пулӗ ку статья.

Статистикăна шанас пулсан, пандеми пуçланнăранпа республикăра ӗçсӗрлӗх шайӗ 6 хут ӳснӗ. Апрель уйăхӗн пуçламăшне ӗçсӗррисен шучӗ 12 пинпе танлашнă пулсан, халӗ вӗсен шучӗ 78 пине çитнӗ. Питӗ нумай. Çынсене суту-илӳ, тӗрлӗ услуга, хăна çурчӗсен, тирпейлекен производствăран, транспорт предприятийӗсенчен, обществăлла апатлану сферисенчен ӗçрен кăларнă. Кӗркунне лару-тăру кăштах йӗркеленме пуçларӗ. Ӗçсӗррисен шучӗ кăшт кăна чакнă – 433 çын чухлӗ. Ӗç паракансен ӗçлӗх службисене 46,9 пин ваканси пуррине пӗлтернӗ. Ӗçсӗррисен шутӗнчен 40 проценчӗ – арçынсем, 40 проценчӗ – хӗрарăмсем. Çул ӳсӗмӗпе пăхсан, 13 проценчӗ 50 çултисемпе аслăраххисем, 26 проценчӗ –  29 çулчченхисем.

Кама пуринчен те йывăртарах пулнă-ха коронавирус лару-тăрăвӗнче?

Çавсен шутӗнче туризм сфери пӗрремӗш вырăнта, çак сферăра ӗçлекенсем пуринчен ытларах шар курчӗç, унтан – илем, фитнесс  индустрийӗ, организацисемпе мероприятисем йӗркелекенсем, хăна çурчӗпе ресторан бизнесӗ.

Пач хирӗçле лару-тăру патшалăх секторӗнче, транспортпа логистика сферинче, медицинăпа фармацевтика облаçӗнче. Сăлтавӗ паллă ӗнтӗ, пандеми вăхăтӗнче суту-илӳ интернет площадкинче йӗркеленнипе транспортпа логистика пӗлтерӗшӗ ӳсрӗ. Патшалăх секторӗнче çӗнӗ ӗç вырăнӗсем туса панине вара ăнлантарма йывăр. Ӗç паракансене пуринчен ытла курьерсем, водительсем, упаковщиксем кирлӗ пулчӗç.

Ӗç укçин фончӗ те çулталăк пуçланнăранпа палăрмаллах чакнă. Социаллă ыйтăма хутшăннă компанисен кăтартăвӗсем тăрăх, вăтамран ӗç укçи шайӗ 28 процента чакнă.

Мӗнле пулăшу пур-ха республикăра ӗçсӗррисем валли?

Ку çулта Раççей Федерацийӗ шайӗнче ӗçсӗррисене социаллă тӗревпе тивӗçтерессипе тӗрлӗ мерăсем йышăнчӗç. Ӗçсӗрлӗхпе парăнакан пособи 8 пин тенкӗрен 12130 тенке çитрӗ. Ӗçсӗрлӗхпе парăнакан чи пӗчӗк пособи те 1,5 пинрен 4,5 пин тенке ӳсрӗ. Вăл август уйăхӗчченех тытăнса тăчӗ.

ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Клара Тазетдинова журналистсене пӗлтернӗ тăрăх, ӗçсӗррисен çул çитмен ачисене парăнакан пособие 3 пин тенкӗпе танлаштарнă. Çак тӳлев çул çитмен кашни ача пуçне парăнать. Пандеми вăхăтӗнче бизнеса хупма тивнӗ предпринимательсене те йывăр вăхăтра пулăшусăр хăварман. Вӗсене март уйăхӗнчен пуçласа виç уйăх тăршшӗпе 12130 тенкӗ тӳлесе тăчӗç. Маларах вӗсене 1,5 пин тенкӗ кăна тивӗçнӗ.  Çак пособие вӗсен октябрӗн 1-мӗшӗччен илме право пур.

Камсем кирлӗ-ха ӗç рынокне?

ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин кăтартăвӗсемпе, водительсем чи кӗтнӗ специалистсем. Ӗç сайчӗсенче ку енӗпе 1,5 пин ытла ваканси уçă. Иккӗмӗш вырăнта тӗрлӗ специалистсем. Контрактпа ӗçлекен çар служащийӗсемпе монтажниксем рейтингпа виççӗмӗш вырăнта.

Тутарстанра пуринчен ытла кассир-сутуçăсем, клиентсемпе ӗçлекен менеджерсем, грузчиксем, комплектлакансем, тӗрлӗ рабочисем, слесарьсем, наладчиксем тата ыттисем кирлӗ. ИТ-специалистсемпе строительсене, инженерсене те шыраççӗ ӗç паракансем.  

Атăлçи тăрăхӗпе пăхсан, топ-5 специалист шутӗнче суту-илӳ сферин представителӗсем, рабочисем, производственниксем, строительство, куçман пурлăх специалисчӗсем тата çамрăк специалистсем.

ИТ-специалистсен кирлӗлӗхне интернетри суту-илӳ, онлайн-вӗренӳ, онлайн-кану хăвăрт аталанса кайнипе ăнлантармалла.

Статистика тăрăх, кадрсен енӗпе чи пысăк çитменлӗх производствăра (17 пин ваканси), строительствăра (6 пин ваканси), транспорт сферинче (3 пин ваканси) палăрать. Пӗтӗмлетсе каласан,  республикăра 12 пин профессипе пурӗ 42 пин ваканси шута илнӗ.

Кама ытларах тӳлеççӗ?

Ӗçлекен кирлӗ, анчах мӗн чухлӗ тӳлеме хатӗр-ха ӗç паракансем. Асăннă виçӗ отрасле илес пулсан, производствăра 23 пин, строительствăра 32 пин, транспорт предприятийӗсенче 27 пин тенкӗ тӳлеме шантараççӗ. Паллах, паянхи пурнăç хакне илсен ку нумай мар. Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви çирӗплетнӗ тăрăх, вăтам ӗç укçи Тутарстанра паян 38 пин тенкӗпе танлашать. Паллах, ку чăн пурнăçпа килсе тăмасть. Пуянсемпе чухăнсен ӗç укçине пӗрлештерсен,паллах, çакăн пек цифра куратпăр.  Камсене пысăк ӗç укçи тӳлеççӗ-ха?

Пӗрремӗш вырăнта пилотсемпе куçман пурлăх специалисчӗсем. Вӗсен ӗç укçи 300 пин тенкӗпе танлашать. Тӗп инженера уйăхне 200 пин тенкӗ тӳлеме хатӗр, автомобиль водительне 150 пин тенкӗ тӳлеме шантараççӗ. Квалификациллӗ монтажниксем вара 200 пин тенкӗ илеççӗ.  

Superjob.ru версийӗпе картина кăшт урăхларах. Пӗрремӗш вырăна вӗсем  IT — FrontendDeveloper сферинче ӗçлекенсене кăларнă, вӗсен шалăвӗ 225 пин тенкӗпе танлашнă. Иккӗмӗш вырăнта курттăм суту-илӳ менеджерӗсем – 150 пин тенкӗ, виççӗмӗш вырăнта филиал директорӗсемпе суту-илӳ уйрăмӗн ертӳçисем. Вӗсене ӗç паракан 120 пин тенкӗ тӳлеме хатӗр.  

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

  

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Социалка