Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПРИВИВКА КĂНА ЧИРЕ ÇӖНТЕРМЕ ПУЛĂШӖ

Кӗркуннехи сивӗсем пуçланнăранпа сывлăш çулӗсемпе çыхăннă чирсемпе чирлекенсен шучӗ палăрмаллах ӳсни пирки пӗлтереççӗ сывлăх сыхлавӗн ӗçченӗсем.

Хулари тата районти поликлиникăсенче чирлисем кунсерен тухтăр патне лекес тесе темиçешер сехет черет тăраççӗ. Ку кăна та мар. Çӗршывӗпех коронавирус пандемийӗн 4-мӗш тапхăрӗ пуçланнине палăртаççӗ. Раççейӗн кашни регионӗнчех коронавируспа чирлекенсен шучӗ хăвăрт ӳссе пырать. Ӗнер, тӗслӗхрен, талăкра çӗршывӗпе 27550 çын чирленӗ (кун пек пысăк кăтарту 2020 çул вӗçӗнченпе пулманччӗ-ха), Тутарстанра – 80. Çак вирусран кунсерен вилекенсен шучӗ те 1000 патне çывхарать.
Тухтăрсем каланă тăрăх, вирус улшăнсах тăрать. Халь чирлекенсен пӗлтӗрхисемпе танлаштарсан чир симптомӗсем те урăхларах. Сиплев схемине те çӗнӗлӗхсем кӗртме тивет. Больницăсенче коронавируспа чирлисене сиплекен тухтăрсем пурте çакна палăртаççӗ: реанимацие лекекенсенчен пурте тенӗ пекех вакцина тутарманнисем. Хальхи вăхăтра вакцина пандемие çӗнтермелли пӗртен-пӗр мел. Çавăнпа та, хаклă вулаканăмăрсем, чи кирли сывлăх пулнине манар мар, тухтăрсем каланине итлер. Прививка тутарни кăна пире тӗнчипех сарăлнă пандемие çӗнтерме пулăшӗ.
Хамăр корр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев