Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Призлă вырăнсемшӗн Тутарстан сборнăйӗ 127 компетенцире кӗрешӗ

Ӗнер, августăн 25-мӗшӗнче Ӗпхӳри «Ватан» паркăн территорийӗнче «Çамрăк профессионалсем-2021» (WORLDSKILLS RUSSIA) IХ наци чемпионачӗн финалне уçнă.  

Тутарстан сборнăйӗ çак чемпионатра чи йышлисенчен пӗри. Республика ялавне хӳтӗлеме 164 çамрăк профессионал кайнă. Вӗсенчен 93-шӗ аслă категорире, 71-шӗ юниор категоринче ăмăртаççӗ. Çавăн пекех Хусантан Ӗпхӗве 127 эксперт-тренер пынă.

Призлă вырăнсемшӗн Тутарстан сборнăйӗ 127 компетенцире кӗрешӗ. Чемпионат 3 кун пырать. Ăмăртусем «Çамрăк профессионалсен паркӗнче» иртеççӗ, августăн 29-мӗшӗнче çӗнтерӳçӗсем паллă пулаççӗ.

Аслă тата вăтам пӗлӳ паракан вӗрентӳ заведенийӗсенчи 16-25 çулхи студентсем хушшинче «Çамрăк профессионалсем-2021» (WorldSkills Russia) IХ наци чемпионачӗн финалӗ тата 16 тултарман шкул ачисем хушшинче (WorldSkills Russia Juniors) иртет.  

Ăмăртусем 105 профессионаллă компетенципе иртеççӗ. Наци финалне 1800 конкурсант хутшăнать, вӗсенчен 600-шӗ юниорсем. Экспертсен пӗрлешӗвӗ 2000 çынран тăрать. Чемпионатра СНГ тата Азипе Лăпкă океан регионӗн çӗршывӗсенчи экспертсем те хутшăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев