Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӳркелӗнчи Юркка Иванӗн музейӗ çумӗнче Сăвă уявӗ иртрӗ

Поэзи уявӗ Тăхăрьял чиккисенчен тухса сарăлса пырать. Теччӗ районӗнчен чакăлтăмсемпе пăхăрçăсем, тарканпуçсем пухăнса килнӗ, Ульяновск облаçӗнчен Юркка Иванӗн тăванӗсем пуçтарăннă, Чăваш Республикинчен – çыравçă тата журналист Анатолий Тимофеев

Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче Юркка Иванӗн музейӗнче Сăвă уявӗ иртрӗ. Ăна Пӳркел ял хутлăхӗн ертӳлӗхӗ, ялти ветерансен канашӗ, Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ йӗркелерӗç.

Пӳркелсем мӗн пур япалана кăмăлтан тăваççӗ. Мăнкунне те, Хăятне те, Акатуйне те. Юлашки уяв кунта кашни çулах пулаймасть пулин те, Поэзи кунне пӗрре сиктермесӗр ирттерес йăла çирӗпленсе пырать. Александр Пушкин, Габдулла Тукай, Константин Иванов портречӗсем хыçӗнче президиумра хальхи чун инженерӗсем лараççӗ: Николай Зимин, Анна Никонорова, Анатолий Малышев, Лидия Краснова, Лидия Гиматдиновна, Мария Хайбулкина. Вӗсен хыçӗнче, çӳллӗрех вырăнта, пурăннă чух литературăра тарăн йӗр хăварма ӗлкӗрнӗ ентешсен сăнӳкерчӗкӗсем: Юркка Иванӗ, Валентин Урташ, Александр Кăлкан, Николай Дедушкин, Владимир Чебоксаров, Мӗтри Юман, Владимир Ухли, Николай Дворов тата ыттисем. Пăва районӗнче çуралнă чăваш сăвăç-çыравçисен кӗнекисемпе библиотекăри пӗр сарлака çӳлӗке ним мар тултарма пулать. Тутарла тата вырăсла çыракансем мӗн чухлӗ-ха.

30 çул каялла, çӗршывра самана улшăннă вăхăтра, лавккасенчи çӳлексем пушанса тăнă чух, ял библиотекинче ӗçлекен Анатолий Малышев пичет машинкипе наборласа таврари поэтсен произведенийӗсене, шкул ачисен хайлавӗсене пуçтарса пӗрремӗш сăвă альманахӗ кăларать. Алă вӗççӗн пухса хатӗрленӗ журналăн тиражӗ тăххăрлатса кăна пулнипе, ăна редактор «Тăхăрьял» ят пама шутлать. Çапла çак тăрăхăн хальхи историне çӗнӗ литература кăларăмӗ пуянлатма тытăнать. 

Кăçал пӳркелсем ӗнтӗ 18-мӗш номер кăларчӗç. Унта халь чăвашла кăна мар, тутарла тата вырсăла сăвă-хайлавсем те пичетленеççӗ. Пăва районӗнчи вырăс тата тутар поэчӗсем Пӳркелне Поэтсен кунне уявлама юратса килеççӗ. Хăнасене çăкăр-тăварпа кӗтсе илекен чăвашсем хирӗç мар. Савăнса кăна тăраççӗ кӳршӗсен те пултаруллă çыннисем йышлă пулнишӗн. Поэзи уявӗ Тăхăрьял чиккисенчен тухса районсемпе сарăлса пырать. Теччӗ районӗнчен чакăлтăмсемпе пăхăрçăсем, тарканпуçсем пухăнса килнӗ, Ульяновск облаçӗнчен Юркка Иванӗн тăванӗсем пуçтарăннă, Чăваш Республикинчен – çыравçă тата журналист Анатолий Тимофеев. Йышпа темӗн те тума пулать: музей кил-çурчӗн картине тытма та, сăмаварпа тутлă чей вӗретме те, малашнехи тӗллевсене палăртма та. Анчах та Юркка Иванӗн çурт-музейне юсав тума тахçанах вăхăт çитнӗ. Хальхи вăхăтра вăл экскурсие килнисене йышăнаймасть, урайӗсем çӗрнӗ. Патшалăх алли ниепле те çитеймест-ха çак историпе архитектура палăкне юсама. Пурте пӗлеççӗ Юркка Иванӗн музейӗ пурри çинчен, çак çын чăвашсен историйӗнче палăрмалла йӗр хăварнине те манман-ха. 1917-18 çулсенче Хусанта пӗтӗмчăвашсен съезчӗсем иртнӗ. Унта Юркка Иванӗ чăвашсен уйрăм территориллӗ автономи йӗркелесси – халăха пӗрлештерекен чи аслă тӗллев пулмалли пирки каланă. Апла ăна чăваш патшалăхлăхӗн идеологӗ тесен те йăнăшмăпăр. Пирӗн республикăра патшалăх тытса тăракан Иван Яковлевич Яковлев тата петӗр Хусанкай музейӗсем пур, вӗсене иккӗшне те Тутарстанпа Чăваш Республики иккӗшӗ пӗрле туса хута янă. Юркка Иванӗн музейне те çак çулпах çӗклес килет пӳркелсен. Анчах çырнă çырусем çине хурав хальлӗхе çук-ха.

  • Кунта калама çук ырă атмосфера, – тет Пăвари таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Люция Ахметзяновна, – калăн ăна ятарласа поэзи кӗтесӗ валли тунă.

Пӗчӗк сăвăçсем хăйсен хайлавӗсене вуланă хыççăн, микрофон умне аслăраххисем тухаççӗ. Сăвва юрă ылмаштарать, юрра – сăвă. Çак уява йӗркелеме пулăшакансене Пӳркел ял хутлăхӗн канашӗн пуçлăхӗ Ирина Малышева тӗрленӗ алшăллисем парнелерӗ.

Сăвăçсем хăйсен çунатлă йӗркисене вуланă хыççăн, юрăçсем юрăсем шăрантарнă хыççăн, хут купăс калакан Владимимр Николаев пухăннисене такмаклă чăваш ташшине ташлаттарчӗ.

«Тăхăрьялăн çакăн пек пуян çӗрӗ çинче çуралса, пурăнса – сăвă хайламасăр пулмасть», – терӗ Элшел ялӗнчи сăвăç-педагог Николай Трофимович Зимин. Унпа килӗшмех тивет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев