Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӳркелсем Хӗрлӗ лапамри уяв парадне хутшăннă

Кашни çул эпир майăн 9-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ лапамра иртекен Çӗнтерӳ парадне телвизорпа пăхатпăр. Кăçал Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче пурăнакан Александр Николаевичпа Алена Геннадьевна Хлыновсем парад пынă вăхăтра телевизортан куçӗсене илмен пулӗ.

Мӗн каласси! Пӗтӗм ял тинкернӗ сенкер экрансене. Хлыновсен Денисӗ - Мускаври Жуков, Ленин, Октябрь революцийӗн, Хӗрлӗ ялав Аслă команднăй çар училищинче 2-мӗш курсра вӗренекен каччă – Аслă Çӗнтерӗвӗн 77-çуллăхне халалланă парада хутшăннă.

Раççей Хӗçпăшаллă çарӗсен парад колоннинче пӳркелсем стройра утни хальхи историре пулманччӗ-ха. Çамрăка вӗренӳре ăнăçу сунас килет, ашшӗ-амăшне унăн çитӗнӗвӗсемпе мăнаçланма.      

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев