Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрлехи патшалăх экзаменне тепӗр хут памалли кунсене палăртнă

Аса илтеретпӗр, кăçалтан 11 класс пӗтерекенсен пӗрлехи патшалăх экзаменӗсенчен пӗрне, унăн результачӗпе килӗшмесен, тепӗр хут кăçалах пама юрать.


ППЭне çав çулах тепӗр хут тытма ирӗк парасси пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераллă Пухăва чӗнсе каланă чух пӗлтернӗччӗ. 


Çак кунсенче Раççей Правительствин ертӳçи Михаил Мишустин экзамена тепӗр хут памалли кунсене палăртса çирӗплетнӗ. Июлӗн 4 тата 5-мӗшӗсем вӗсем. 


Приказ проекчӗпе килӗшӳллӗн, июлӗн 4-мӗшӗнче ют чӗлхепе çырса, информатикăпа, обществознанипе, вырăс чӗлхипе, физикăпа тата химипе ППЭне тепӗр хут тытма юрать. 


Тепӗр кун, июлӗн 5-мӗшӗнче вара, биологипе, географипе, математикăпа, историпе, литературăпа тата ют чӗлхен сăмахпа каламалли пайӗпе экзамен тытма юрать. 


Анчах та ППЭн малтанхи резултачӗпе килӗшменнисен пӗр япалана шута илмеллех: экзамена тепӗр хут тытсан шăпах иккӗмӗш хутӗнчи результата шута илеççӗ, малтанхи хутӗнче балл нумайрах пухнă пулсан та.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ЕГЭ