Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПРОФЕССИПЕ УЧИТЕЛЬ, ЧУНРА – ТАВРАПӖЛӲÇӖ

Теорие практикăпа çыхăнтарнипе интереслӗччӗ урокӗсенче

Александр Ананьевич Казаков Çӗнӗ Йӗлмел (Çӗпрел районӗ) ялӗнче 1932 çулхи июль уйăхӗнче çуралнă. Пурăннă пулсан 90 çул тултармаллаччӗ кăçал. Профессипе математика учителӗччӗ вăл, чун туртăмӗпе вара – таврапӗлӳçӗ, хамăр тăрăхри авалхи йăла-йӗркен, культурăн тӗпчевçи. Вăл пуçарнипе Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче музей пур пирӗн. 1950 çулта Хурăнвар Шăхаль вăтам шкулне пӗтернӗ хыççăн Чăваш Паснапуçӗнчи 7 класлă шкулта математика учителӗнче ӗçлеме пуçланă, вăхăт çитсен Инçет Хӗвелтухăçӗнчи авиаци полкӗнче хӗсметре тăнă. Служба вӗçленсен те тăван ялах таврăннă. Тавра ялсенчи шкулсенче вӗрентнӗ, каярах Çӗнӗ Йӗлмелне куçнă. Ӗçленӗ хушăрах куçăн мар майпа Ульяновскри педагогика институтӗнче «математикăпа физика» спецальноçне вӗреннӗ. Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче 40 çул ӗçлерӗ.

Александр Ананьевич мана та вӗрентнӗ. Уроксем хыççăн предмечӗпе кружок та илсе пыратчӗ. Профессийӗ тӗрӗс наукăпа çыхăннă пулсан та çуркуннехи, кӗркуннехи ăшă кунсенче уроксене çутçанталăкра ирттерме тăрăшатчӗ. Теорие практикăпа çыхăнтарнипе интереслӗччӗ ун урокӗсенче. Пӗррехинче колхозри ӗне ферминче урок ирттерни асра юлнă ман. Ферма заведующийӗпе пӗрле вăкăрсене виçме вӗрентнӗччӗ.  Парти пропагандисчӗ пулнăран ял çамрăкӗсемпе те занятисем ирттеретчӗ. 

«Çӗнӗ çул» (халӗ «Тăван ен») райхаçат ялкорӗ, хамăрăн Бауман ячӗллӗ колхозăн «Малалла» стена хаçачӗн редакторӗ пулнă май хуçалăхпа ял пурнăçне çутататчӗ. Район хаçатне час-часах статьясем çыратчӗ, ку ӗçе пире те явăçтаратчӗ. 60 – 70-мӗш çулсенче педагогсем кашни уйăхрах концерт е спектакль лартатчӗç. Ун чухне килсенче телевизор тавраш пулманнипе хутшăнаканшăн та, курканшăн та интереслӗччӗ вӗсем. Тӗрлӗ роле калăплатчӗ учителӗмӗр. Культура мероприятийӗсене шкул ачисене хастар явăçтаратчӗ. Вăл вăхăтра ачасем макулатура, металлолом пуçтараттăмăр. Чи хастаррисене Хисеп хучӗсем парса, стена тата район хаçачӗсене çырса хавхалантаратчӗç. 

Александр Ананьевич хăйӗн профессине çав тери юрататчӗ. Районти вӗрентӳ уйрăмӗнче Канашри педагогика училищине пуçламăш классен учительне направленипе вӗренме ярасси пирки пӗлсенех мана, Петр Егорова тата Валентина Рафиковăна унта кайма сӗнчӗ. Экзаменсене ăнăçлă тытса вӗренме кӗтӗмӗр, алла диплом илсен виçсӗмӗр те тăван района таврăнтăмăр. 

Тӗрлӗ сферăра çитӗнӳсем тунă вӗренекенӗсем нумай унăн: СССР халăх учителӗ, академик Петр Головин, аслă çар училищин профессорӗ, отставкăри полковник Николай Калаков, летчиксем Юрий Антоновпа Сергей Бахтин, ТР тава тивӗçлӗ агрономӗ Николай Мискин тата ыттисем. 

Александр Ананьевичăн мăшăрӗ Мария Ивановна та педагог, ачасене химипе биологи вӗрентрӗ. Тăватă ача çуратса ӳстернӗ вӗсем. Асли Николай Мари политехника институтӗнчен вӗренсе тухнăскер вăрман хуçалăхӗн специалисчӗ, Ульяновск облаçӗнче ӗçлет, ӗç ветеранӗ. Олег – техник-механик, Ульяновск хулинче пурăнать. Владимир милици сотрудникӗччӗ, халӗ тивӗçлӗ канура, Галина вара кил хуçи,  халӗ пенсире. 

Александр Ананьевич таврапӗлӳ ӗçӗпе ӗçлетчӗ. Шел, 2009 çулта пиртен яланлăхах уйрăлса кайрӗ. Тыл ветеранӗччӗ вăл, «Тăван çӗршывăн 1941 – 1945 Аслă вăрçи çулӗсенче хастар ӗçленӗшӗн» медале çамрăклах тивӗçнӗ. Çаплах ăна Хисеп, Тав хучӗсемпе нумай чысланă.

 

Геннадий КАРСАКОВ.

Çӗпрел районӗ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев