Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПРОТОТИПӖСЕНЕ ПУРНĂÇРАН ИЛНӖ

Петӗр Хусанкай манăн атте сăнарне хăйӗн поэмисене кӗртнӗ

Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ Пăва вăтам шкулӗн 1-мӗш класӗнче вӗренеттӗм ун чухне. Май уйăхӗн юлашки кунӗсемччӗ, çавăн пекех пирӗн вӗренӗвӗн те. Умра çуллахи каникул. Пирӗншӗн, кӗçӗн классенче вӗренекенсемшӗн,  ыранах пуçланать вăл. Çавна май 4-мӗш урок хыççăн тепӗр виçӗ уйăха пушанса урама тухрăмăр эпир – 1-мӗшсем.
Шкул картишӗнче хаваслă кӗвӗ янăрать. Паян уроксем хăвăртрах вӗçленнӗ иккен пурин те, шкула Шупашкартан çыравçăсем килнӗ, çавна май вӗренӳ кунне те кӗскетнӗ терӗç. Аслă классем те тула кӗпӗрленсе тухнă, клуба тӗлпулăва кайма хатӗрленеççӗ. Чылайăшӗ, çав шутра ял халăхӗ те, шкул картишӗнче ларакан автофургонсем, район центрӗнчен килнӗскерсем, умне кӗпӗрленнӗ. Пӗринче апат-çимӗç, канфет-пӗремӗк, пылак шыв сутаççӗ, тепринче пусма-тавар, кӗпе-тумтир, вырăн-таврашӗ, ытти тем те пӗр.

 

Мана ытларах виççӗмӗш машини кăсăклантарчӗ. Кунта типографи шăрши те сирӗлсе пӗтеймен вӗр-çӗнӗ кӗнекесем сутаççӗ иккен. Питӗ хитре хуп­лашкаллăскерсем умӗнчен ниепле те пăхмасăр иртсе кайма çук. Кӗсьере укçа пулсан машинипех туянăттăм. Маншăн, тăватă çултах вулама вӗреннӗскершӗн, кӗнеке чи пысăк пуянлăхчӗ. 7-рех пиччепе аппасем библиотекăран илсе килекен самай хулăн кӗнекесене туххăмрах, вӗсенчен маларах вуласа тухаттăм.  Акă халь кунта – мӗн чухлӗ кӗнеке! Вӗсене пӗрне те вуламан эпӗ. Пӗрне те пулин туянасчӗ те...
Часрах аттене шырама чуп­рăм. Вăл шкулта нимӗç чӗлхи вӗрентетчӗ. Паллах, мӗн те пулин илсе парӗ текен шанăç питӗ сахалччӗ манăн, ытлашши иртӗхме ирӗк паман пире килте, çавах та… Кӗнеке вӗт-ха, канфет-пӗремӗк мар. Кӗнеке туянма тархаслакан çемьере урăх пулман, çавăнпа хам куçласа хунă хитре хуплашкаллă пӗчӗк çеç «Бременские музыканты» текенскере илсе паратех тесе шутларăм. Йăнăшмарăм. Вырăсла кӗнеке пулнине пӗлсен çийӗнчех туянса пачӗ атте. Мӗншӗн тесен хăй те вырăсла вулаттарасшăнччӗ, чӗлхене вӗрентесшӗн пулнă ӗнтӗ.
Клуб умӗнче вăл айккинче тăракан арçынсен ушкăнӗ патне пычӗ, кашнине алă тытса тухрӗ, пӗринпе, туяллă, шлепкеллӗ арçынпа чылайччен калаçса тăчӗç. Эпӗ айккинче пӗччен тăрса юлтăм. Кăштахран ман пата Маргарита аппа, тăххăрмӗш класра вӗренекенскер пырса тăчӗ, ку Шупашкартан килнӗ çыравçăсем пулни çинчен каласа пачӗ. Аттепе калаçса тăраканни Чăваш халăх поэчӗ Петр Петрович Хусанкай пулнине ăнлантарчӗ.
Петӗр Хусанкая шăпах çавăн чухне пирвайхи хут курнăччӗ эпӗ. Ун хыççăн темиçе çултан Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкулта çыравçăсемпе ирттернӗ тӗлпулура, Шупашкарти мероприятисенче куркаланă. Аттепе халăх поэчӗ пирки калаçнине астумастăп. 1990 çулта аслă аппа Тамара Анд­реевна (1914–1997)  чылай çӗнни пӗлтернӗччӗ. Вăл Петр Петровича иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш çулӗн пуçламăшӗнченех пӗлнӗ иккен. Атте, чăваш поэ­чӗ, куçаруçи, чăваш историйӗ çинчен чăвашла çырнă чи малтанхи очерк авторӗ ун чухне халӗ Патăрьел районне кӗрекен Упамса шкулӗнче учительте ӗçленӗ иккен, чăвашсен тӗп хулине ӗçпе килнӗ, кунта вӗренекен хӗрӗпе – Тамарăпа тӗл пулнă. Вăл вара ăна Хусанкайпа паллаштарнă. Турхан пултарулăхӗпе, унăн ӗçӗпе, куçарăвӗсемпе малтанах кăсăкланнă иккен Петӗр Хусанкай, унăн пурнăçӗпе пултарулăхне, «Чăваш историйӗ» очеркне пысăка хурса хакланă. Хăйӗн икӗ поэминче Петр Пет­рович Турхан Энтри сăнарне тӗп персонажсен прототипӗ вырăнне илнӗ. Çак поэмăсенчен пӗрне – «Юлашки пăлхар» ятлине 1930–1933 çулсенче çырнă. Чылайччен вăл ниçта та пичетленмен.
Автор ку поэмăна маларах пичете сӗннӗ-ши? Паллă мар. Вăл пăлхануллă саманара поэма пичете лекме те пултарайман, мӗншӗн тесен унта И.Я.Яковлев, К.В.Иванов тата ыттисен сăнарӗсене вăл вăхăтра официаллă йӗркепе çирӗплетнӗ схемăсене пăхăнмасăр çутатса панă. Поэмăри тӗп геройăн – Анат Энтри приват-доцентăн, «Кӗмӗл Пăлхари» кӗнеке авторӗн сăнарӗн идейи, Тамара Андреевна аса илнӗ тăрăх, Хусанкай пуçӗнче пирӗн аттепе Шупашкарта, вăл Атăлта шыва кӗнӗ вăхăтра тӗл пулнă хыççăн çуралнă. Шăпах çавăн чухне Хусанкай аттене  çапла сăмах панă тет: «Эсӗ манăн тинтерех çеç çырма тытăннă çӗнӗ поэмăри тӗп геройăн прототипӗ пулатăн». Ку тӗлпулу каярах П.Хусанкайăн тепӗр поэ­минче – «Аптраман тавраш» ятлăскерӗнче – сăнарланнă. Поэма сыпăкӗсенчен пӗринче тӗп геройсенчен пӗри – Аполлон Иванч Турхан – Атăлта шыва кӗрет. Унăн хӗрӗ Тамара ашшӗне поэтпа паллаштарать. Пирвайхи поэмине пичетлейменнипе Хусанкай  Турхан сăнарне тепӗр хайлавне кӗртнӗ ахăр.
Евгений ТУРХАН.
А.Хусанкай архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Петӗр Хусанкай шкул ачисемпе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев