Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрремӗш кибершкул

Краснодар крайӗнчи Прочноокопск станцин православи храмӗнче пӗрремӗш кибершкул уçăлнă.

Краснодар крайӗнчи Прочноокопск станцин православи храмӗнче пӗрремӗш кибершкул уçăлнă. «ВоZнесение» киберспорт шкулӗнче храма çӳрекен православи çыннисен ачисене дронсемпе ӗçлеме вӗрентеççӗ. Шкула Армавир епархийӗн физкультура тата спорт енӗпе комиссийӗнче тăракан Игорь Бирюков священник, храм настоятелӗ пуçарнă. Хальлӗхе шкулта 6-8 ачаран тăракан икӗ ушкăн вӗренет, пӳлӗмсем пӗчӗк пулнипе ытларах йышăнаймаççӗ. Вӗренӳ планӗнчи малтанах ачасене дронсемпе ӗçлеме вӗрентесси, техника стимуляторӗсемпе те, алă вӗççӗн те.

Çавăн пекех ачасене компьютерпа ӗçлеме программа çырма, 3D-дизайна вӗрентеççӗ. Дронсемпе вӗренме авиапарк та пур кибершкулăн. Апла пулин те шкулăн пурлăх бази чухăнрах тесе шутлать Бирюков, çакна вăл кирлӗ хатӗрсене храма çӳрекенсем панă укçапа çеç туянма пултарнипе ăнлантарать.

Киберспортăн халăхсен хушшинчи федерацийӗ (IESF) августăн 28-мӗшӗнче иртнӗ съездӗнче Раççей командисене ăмăртусенче наци ялавӗпе, наци гимнӗпе хутшăнма ирӗк панă (2022 çулхи апрель уйăхӗнчен çакна тума чарнăччӗ).

Сăнӳкерчӗк «Татр-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество