Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗрремӗш компонентпа вакцинаци тутарнисен QR-код мӗнле илмелле?

Прививкăн пӗрремӗш компоненчӗпе вакцинаци тутарнисен QR-кодне пурнан вырăнти поликлиникăра илме пулать.

Çакăн çинчен ТР Оперштабпа тӳрӗ эфир иртнӗ чухне Тутарстанри сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков пӗлтернӗ.

«Кунашкал йӗрке малтан пулман. Эпир çынсене итлерӗмӗр. Кӗске вăхăт хушшинче республикăри QR-код илмелли системăна хатӗрлерӗмӗр», – тесе палăртнă Жаворонков.

Пӗрремӗш компонентпа вакцинаци тутарнине ӗнентерекен QR-код илме икӗ меслетпе пулать – поликлиникăра вакцинаци пунктӗнче илнӗ справкăна кăтартмалла е Пашталăх услугисен порталӗнчен илнӗ пӗрремӗш прививка туни çинчен калакан справкăна.   

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев