Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

ПӖРРЕМӖШ ПУР! ИККӖМӖШНЕ КӖТЕТПӖР

«Шану» ушкăнăн альбом хăтлавне паллă этно-музыкант Сергей Клевенский хутшăнчӗ

«Шану» («Shanu») ушкăн пурри пире, Тутарстан чăвашӗсене, питӗ хавхалантарать. Чăваш музыкине вăл тӗнче шайӗнче питӗ те тивӗçлӗ  кăтартать. Çак ушкăн пирки пирӗн çӗршывра кăна мар ют çӗршывсенче те илтме ӗлкӗрнӗ, вӗсемпе кăсăкланаççӗ. 2021 çулта «Selime» сингл тухсан ушкăн пултарулăхӗпе Британири музыка кăларăмӗсем интересленме пуçланă. Ӳстермесӗр каласан, «Shanu» этно-джаз ушкăнӗ пӗчӗк, анчах хăюллă утăмсемпе World music шайне тухса пырать.

Апрелӗн 17-мӗшӗнче ТР Наци библиотекинче ушкăн хăйӗн «Taran var» дебют альбомӗпе паллаштарчӗ. Чăвашсемшӗн çак пӗлтерӗшлӗ пулăм çинчен тата кам çырать-ши тесе интересленнипе Яндекс шырав системине кӗрсе пăхсан тӗлӗнсех кайрăм. Альбом хăтлавӗ пирки ТР Культура министерствин сайтӗнчен пуçласа kazanfirst.ru, inde.io, entermedia.io, «Бизнес-онлайн», «Реальное время» тата ытти интернет хыпар хатӗрӗсем çырса кăларнă.

«Shanu» ушкăна халăхра пӗлме пуçлани  вăл Yammy Music лейблпа тачă хутшăнса ӗçлеме пуçланипе те çыхăннă. Ушкăн вокалисчӗпе Вера Кожемановăпа курса калаçнă чух вăл пӗрре мар организацин   директорне Ильяс Гафарова аса илсе тав турӗ. Сăмах май, «Taran var» альбом та февралӗн 18-мӗшӗнче Yammy Music лейбл çинче тухнă. Альбома 2020-2021 çулсенче çыртарнă 8 композици кӗнӗ. Пурте чăваш халăх юррисем çинче никӗсленнисем мар, ушкăнăн авторла ӗçӗсем те кӗнӗ. Вера сăмахӗпе, Дима Лысов пианист тата композитор ушкăншăн чăн-чăн парне. Чăваш халăх фольклорӗн характерне, кӗвӗлӗхӗпе сăнарлăхне вăл çийӗнчех ярса илсе хăй витӗр кăларса çӗнӗлле пурнăç вӗрсе кӗртнӗ. «Тарăн вар», «Сенкер шел», «Урапа», «Çумăр çăвать», «Ларать Ванюк» юрăсем хăйсен ритмӗпе, кӗвӗлӗхӗпе, чуна тыткăнлакан çаврăмсемпе хумхантараççӗ. Вера Кожеманован пултарулăхӗ те малтанхипе танлаштарсан самай улшăннă. Вăл малтан та лайăх юрлатчӗ, халӗ пултарулăхӗ тарăнрах, мăнăрах, хăюллăрах. Сцена çинче хăйне ирӗклӗ тытать, пăлханни пач курăнмасть. Мӗнле калас, пиçсе çитнӗ вокалист.

Хăтлав каçӗн ятарлă хăни шутӗнче паллă этно-музыкант Сергей Клевенский пулчӗ. Ушкăн Раççейӗн паллă музыканчӗпе туслашни çинчен эпир çырнăччӗ. Пӗрремӗш хут вӗсем пӗрле Хусан Кремлӗнче иртнӗ «ТатКультФест» фестиваль сцени çине тухрӗç. «Shanu» ушкăнăн альбом  хăтлавӗ пулассине пӗлсен пысăк кăмăлпах концерта хутшăнассине пӗлтернӗ. Вӗрсе каламалли инструментсем юрă композицийӗсене ытарайми чӗрӗлӗх, хăйевӗрлӗх кӗртрӗç. «Тӗлӗнмелле пултаруллă ушкăн, музыкантсем. Мана вӗсем чӗнсе илсен малтан хăраса ӳкрӗм. Пăсса пӗтермӗп-ши вӗсен туптанса çитнӗ пӗрлӗхне? Атьсем мана лăплантарчӗç: «Эс ан кулян, мӗн тăвас тен, çавна ту, эпир хутшăнăпăр майпен терӗç», – шӳтлесе чунне уçрӗ Сергей Клевенский.

Концертра ушкăн музыканчӗсене соло итлеме питӗ кăмăллă пулчӗ. Арслан Сайфин сӗрме купăсӗн сасси чун хӗлӗхӗсене шалтан хускатрӗ, Андрей Казанцевăн барабанӗсем хавхалантарса вăй-хал хушрӗç. Хăш-пӗр композицире шаман ритмӗсемпе таçта аваллăха чăмтарчӗ. Дима Лысов пианинăпа каланă чух хăш чух сывлăш çаврăмӗ тумасăр шăп ларатăн, кӗвӗ çемӗ ӳт çийӗн чупса пур хӗлӗхе хускатать. Музыкантсене солистка куракан умӗнче пӗлтерни хăйне уйрăм концерт номерне çаврăнчӗ. Браво!   

Концерта Вера хăйех ертсе йӗркелесе пычӗ. Хăйне вăл çăмăллăн та ирӗклӗ туйрӗ. Пуринчен ытла кураканпа курнăçланмасăр уççăн калаçни тыткăнларӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев