Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗртăвансем

Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗре пурăнакан Светлена Андреева (Ляукина) редакцине сăвă ярса панă, пичетлеме ыйтать.

Ик ывăлне амăш ăсатрĕ
Вĕри куççуль тăкса,
Укăлчаран кăларса ячĕ
Хыçран хĕрес хывса.


Ытарайми вĕсем илемлĕ,
Çап-çамрăк ачасем.
Мĕн пулĕ? Курăнмасть малашлăх
Таврăнĕç-ши вĕсем?


Фронтра пĕрне-пĕри çухатрĕç
Уйăрчĕç пĕртăвансене,
Кăлăхах пĕр-пĕрне шырарĕç
Шăпа пăхмарĕ вĕсене.


Кайран сурансене сипленĕ
Фронт çумĕнчи госпитальте,
Анчах унта чуна сиплеймĕн
Аманнă вăл вут хирĕнче.


Тÿр килчĕ хĕн-асап курмашкăн,
Кĕме вут-çулăмăн ăшне,
Хаяр çапăçура пулмашкăн,
Тÿсмешкĕн вăрçă нушине.


Ик ывăлĕ, икĕ тĕпренчĕк
Аркатрĕç шелсĕр,тăшмана,
Çитерчĕçех,вăй-хал çитерчĕç,
Вĕçне тухмашкăн çак вăрçа.


Тен амăшĕн таса пехилĕ,
Тен амăшĕн вĕри чĕри
Тăван яла илсе çитерчĕç
Мĕнле вăл лайăх кил ăшши!


Патвар, йĕркеллĕ те сăпайлă
Ик ывăл халь кĕрекере,
Шывланнă куçсене шăлаççе
Аса илсе иртнисене.


Кăкăр тулли шăнкăртатаççĕ
Ахах пек орден-медальсем
Анчах та тавăрса памаççĕ
Хуп-хура çуçсене вĕсем…

 
Пĕртăвансем ялтах тĕпленчĕç.
Хастаррăн кÿлĕнчĕç ĕçе.
Тивĕçлине утса тухайрĕç,
Тур панă ырă ĕмĕре.


Шыв юхрĕ, юхрĕ, çулсем иртрĕç…
Çапла пуль çырнă этеме.
Çил ачисем çеç халь выляççĕ
Пушаннă пÿртĕн çийĕнче.


Тек никама та ăсатмасть вал,
Кĕтмест вăл тек хăнисене,
Тен ăсĕнче çаплах упрать пуль
Кил-йыш телейĕн самантне.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев