Пӑшал туянас йӗрке хаярланать
Владимир Путин пӑшал туянмалли лицензине илмелли йӗркесене кӑткӑслатакан закона алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Сунар пӑшалӗсене яка тата вӑрӑм кӗпҫеллӗ самооборона пӑшалӗсене 21 ҫул тултарнисене кӑна сутма тытӑнаҫҫӗ.
Икӗ хут судпа айӑпланнӑ е хӗҫ-пӑшалӑн саккунсӑр ҫаврӑнӑвӗшӗн пӗр хутчен айӑпланнӑ, экстремизмшӑн, терроризмшӑн, ача ҫине тапӑннӑшӑн айӑпланнӑ ҫынсене лицензи парӑнмасть.
Енчен те пӑшал хуҫи ӑна тӗрӗслев валли вӑхӑтлӑ илсе килмесен, лицензине туртса илӗҫ.
Росгвардие систермесӗр списать тунӑ пӑшалсене килте упрама юрамасть.
Енчен те пӑшалне ҫухатсан е ӑна вӑрлаттарсан, хуҫине ҫакӑн ҫинчен полицине пӗлтерме яваплаҫҫӗ.
Ӳсӗрле руль умӗнче ҫакланнӑ водительсен пӑшалӗсене ҫулталӑка туртса илме тивӗҫ.
Росгвардин пӑшал илмелли лицензисем панисӗр пуҫне медицина справкисене тӗрӗслеме те ирӗк пулать.
Хыпар хатӗрӗсенче, ытти ҫӗрте те пӑшал туса хатӗрлемелли инструкцисене пичетлени указ тухнӑранпа саккунсӑр шутланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев