Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм чӑваш Акатуйне Шупашкара каймасӑрах хутшӑнма пулать

Вот ку перекет-тӗк, перекет! Йӗркелекенсем канаҫҫӗ ӗнтӗ кӑҫал: сӑра вӗретмелле мар, шӑрттан тумалла мар, шӳрпе пӗҫермелле мар, кӗреке хатӗрлемелле мар.

 

Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне кӑҫал та ирттерӗҫ. Кун пирки республикӑн Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫалхи мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Анчах ытти ҫултинчен вӑл урӑхларах иртӗ. Пӗтӗм чӑвашсен VIII Акатуйӗн уйрӑмлӑхӗ кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ӑна онлайн ирттерӗҫ.

Унта Чӑваш Республикинчи тӗрлӗ районпа хулари, ҫавӑн пекех тӗрлӗ регионти халӑх, эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Видеосаламсене ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ddn21nac@mail.ru тата tania-fill@yandex.ru электрон адрессемпе йышӑнӗҫ.

Видеоматериала #ВместеПӗрле хештегпа Google тата Яндекс дисксем ҫине, «YouTube» видеохостинга, «Контактра», «Пӗркласрисем» халӑх ушкӑнӗсене те вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев