Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм Раççейри чăвашсен Акатуйӗ кăçал Мускаври ВДНХра иртет

Кăçал та Пӗтӗм Раççейри Акатуй пулать Мускавра. Анчах та унччен палăртнă пек июлӗн 6-мӗшӗнче мар.

Пӗтӗм Раççейри чăвашсен Акатуйӗ юлашки çулсенче Мусквара иртет. Пӗлтӗр «Сокольники» культурăпа кану паркӗнче июлӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ уява Тутарстан чăвашӗсем те пысăк делегаципе кайса килчӗç. Мускав Акатуй иртнӗ кун чăваш хулине çаврăнать тейӗн: акăш-макăш пысăк паркăн кашни кӗтесӗнчех чăваш чӗлхи, юрри-кӗвви янăрать, ташши чуна тыткăнлать, ал ăстисен таварӗсем куçа илӗртеççӗ, чăвашăн илемлӗ тумне тăхăннă çынсене вара пăхса ытараймăн. Чăваш уявӗ иртекен метро станцине кӗрсен те эс чăвашла калаçнине илтсе чăвашсем пырса тăраççӗ…


Чăваш Акатуйӗ иртнӗ кун Мускава чăнахах та çӗршывăмăрăн кашни регионӗнченех йăхташăмăрсем пырса çитеççӗ. Пӗр-пӗринпе тӗл пулмалли кун вăл чăвашшăн — Мускаври Акатуй кунӗ. 


Кăçал та Пӗтӗм Раççейри Акатуй пулать Мускавра. Анчах та унччен палăртнă пек июлӗн 6-мӗшӗнче мар, июнӗн 15-мӗшӗнче. Вырăнӗ те «Сокольники» паркра мар. Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тăрăх, РФ Президенчӗн Администрацийӗпе ВДНХ дирекцийӗ Пӗтӗм Раççейри чăвашсен Акатуйне ВДНХра ирттерме сӗннӗ. Мускав Правительствипе калаçса килӗшесси çеç юлнă. 


Паян вара ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев Национальноçсен ӗçӗсен федераллă агентствин ертӳçипе Игорь Бариновпа çакăн пирки калаçса килӗшни паллă пулчӗ. Кун çинчен ЧР Пуçлăхӗн Администрацийӗ пӗлтерет. Çапла вара кăçал Пӗтӗм Раççейри чăвашсен Акатуйӗ Мусквара июнӗн 15-мӗшӗнче ВДНХ территорийӗнче иртет. 


Унта яланхи пекех уйрăм юрлакан-ташлакансем те, коллективсем те йышлăн кăтартӗç хăйсен пултарулăхне. Анимаци площадкисем, ал ăстисен куравӗсем ӗçлӗç, тӗрлӗ мастер-классем иртӗç. «Чăваш туйӗ», «Симӗс ылтăн», «Çӗр ӗç уявӗ» театрализациленӗ постановкăсем курма та май пулӗ. Паллах, чăваш каччисем кӗрешӳре те вăй виçӗç. Акатуйăн кульминацийӗ кăçал – пӗтӗм чăваш алла-аллăн тытăнса ВДНХ территорийӗнчи Халăхсен туслăхӗн фонтанӗ тавра карталанса юрлани пулӗ. Иртен пуçласа çӗрлеччен тăсăлакан Акатуй каçхине «Çеçпӗл» ансамблӗн, Августа Уляндинапа Алексей Московский тата ытти çăлтăрсен чаплă концерчӗпе вӗçленӗ.

Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Акатуй