Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм Раççейри «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ-2022» Тутарстанра нарăс уйăхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ

Хусантисем валли тӗп старт Юдино поселокри «Локомотив» стадионра пулать. Хутшăнакансем валли виçӗ дистанципе чупусем йӗркелӗç: 3, 5 тата 10 км.

Унта хутшăнас тесен йӗлтӗрпе чупакансен регистраци иртмелле тата Хусанти Тӗп стадионăн иккӗмӗш хутӗнче (Ташаяк урамӗ, 2а) старт комплекчӗ илмелле. Ку вăл кăкăр çине çакмалли номер тата шапка. Старт комплекчӗсене асăннă вырăнта нарăс уйăхӗн 11-мӗшӗччен ирхине тăхăр сехетрен пуçласа каçпа пиллӗкччен илме пулать. Ăмăртусене кирек кам та хутшăнма пултарать, анчах та малтан çакна тума юранине ӗнентерекен врач справкине чупăва йӗркелекенсене кăтармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев