Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм тӗнчери акци

«Этнографин пысăк диктанчӗ» ноябрӗн 3-мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен «Халӑхсем нумай – çӗршыв пӗрре!» лозунгпа иртӗ.

Акци тӗллевӗ — çӗршывра пурӑнакан халӑхсен историйӗпе культури тата йӑли-йӗрки çине тимлӗх уйӑрасси. Ку пӗлӳ Раççей Федерацийӗнчи халӑхсен килӗшӗвне, халӑхсен хушшинчи тӑнӑçлӑха тата наци пӗрлӗхне çирӗплетме пулӑшать, çавӑн пекех халӑхӑн этнографи пĕлĕвĕн шайне те çӗклет.

Ыйтусене ноябрĕн 3-мӗшӗнче miretno.ru сайтра тупма пулать. Вӗсене тест евӗр йӗркеленӗ, 30 ыйтуран 20-мĕшĕ диктантӑн пӗтӗмӗшле пайӗ, пур хутшӑнаканшӑн та пӗр, 10-шĕ регионти хăйнеевĕрлĕхпе çыхăннă.

Диктанта иртме  45 минут параççĕ. Ăна иртнĕ хыççăнах электронлă майпа пĕтĕмлетӳсене кӑтартса паракан сертификата йӗркелеççӗ. Тĕрĕс пурнӑçланӑшӑн 100 балл илме пулать. Кӑçал хутшӑнакансен тӳрех тӗрӗс хурав пӗлме  май пур.

Хусанта Диктант ирттермелли площадкăсенчен пĕри Тутарстанри Халӑхсен Туслӑх Çурчӗ. Çавӑн пекех кӑмӑл тӑвакансем «Казань Экспора» та диктант çырма пултараççĕ. Кăçал этнографи диктантне 1000 яхӑн çын хутшăнасса кӗтеççӗ йĕркелекенсем.

Диктант пӗрремӗш хут 2016 çулта октябрĕн 4-мӗшӗнче иртнӗ, унта Раççейри 90 000 çын хутшӑннӑ. 2022 çулта вара акцие Раççейӗн мӗнпур регионӗнчен тата тӗнчери 120 ытла çӗршывран 4 миллион ытла çын хутшӑннӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: этнографический диктант