Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм тӗнчери «Сдай макулатуру — спаси дерево» эко-марафон пуçланчӗ

Çак вăхăтра республикăра пурăнакан кашни çын пӗр йывăç та пулин çăлса хăварма пултарать.

Апрелӗн 16-мӗшӗнчен пуçласа майăн 30-мӗшӗччен Тутарстан Республикинчи районсемпе хуласен хушшинче эко-марафон иртет. Экоакцие вӗренӳ заведенийӗсем, обществăлла организацисем, предприятисем, компанисем тата ытти учережденисем хутшăнма пултараççӗ. Унта хутшăнас тесен 300 килограмма яхăн макулатура пуçтармалла та акцин официаллă сайтне (Сдавайбумагу. рф или www. Sdai-Bumagu. com) заявка хăвармалла. Пуçтарнă макулатурăна лайӑх ҫыхмалла е коробкӑсене хумалла.

2023 çулта Тутарстан макулатура пуçтарассипе виçӗ малти регионсен шутне кӗнӗ. Акцие пурӗ 276 000 çын хутшăнса 1400 тонна хут пуçтарнă. Унта хутшӑнакансем пурте экологие сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ, мӗншӗн тесен макулатуран пӗр тонни 30 ҫын валли кислород тăвакан 10 йывӑҫа каснинчен сыхласа хӑварать.

Акци çулталăкра икӗ хут «Подари Дерево» проект пулăшнипе иртет. 

Экомарафонăн çӗнтерӳçисене Тав хучӗсем парса чыслӗç, чи кăтартуллисене — организацирен тоннăран ытларах макулатура пуçтарса парсан укçа парса хавхалантарӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология экопросвещение