Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗм ют çӗршывах пире хирӗç мар

Хыпар хатӗрӗсем кунӗпе те çӗрӗпе Раççее мӗнле-мӗнле санкцисем айне хăварни çинчен шавланă вăхăтра ырă хыпарсем валли те вырăн пур

Туризм сезонӗ çывхарнă май, Египетпа Турци курорчӗсем Раççей турисчӗсене йышăнма хатӗр. Çакăн пирки Ростуризм ертӳçине Зарина Догузовăна Турцин культурăпа туризм министрӗ Мехмет Эрсой тата Египетăн аваллăхпа туризм министрӗ Халед Элани ӗнентернӗ.

Ведомствон пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Догузова ют çӗршывсен министрӗсенчен пирӗн туристсем валли Египетпа Турцирен транзит рейсӗсем йӗркелеме пулăшма та ыйтнă.

Пирӗн туристсем курортсенче ытти çӗршыврисенчен нумайрах укçа хăварнине лайăх пӗлекен министрсем пур ыйтăва та татса пама пулăшма шантарнă.   

«Енсем оперативлă çыхăну тытса тăма тата çак процессра пулма пултаракан улшăнусем çинчен пӗр-пӗрне хыпарласа тăма калаçса килӗшнӗ», - тесе хушнă Ростуризмра.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев