Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗтӗмраççейри онлайн шкул

Прораммăра хутшăнас тесен https://clck.ru/MAXG7 ссылкăпа регистрациленмелле, вебинар пуçланни çинчен электронлă почтăпа хыпар илмелле.Вебинарсен курсне итлемелле. Программăна иртни çинчен сертификат илмелле.

Раççей Федерацийӗнче нацисем хушшинчи хутшăнусене çирӗплетес тӗллевсене пурнăçласа, РФ Патшалăх наци политикин 2020 çулчченхи Стратегийӗпе килӗшӳллӗн Раççей халăхӗсен «ЭПИР-РАÇÇЕЙСЕМ» ассамблейи РФ Президенчӗн гранчӗсен фончӗ пулăшнипе çӗршывра SoftSkills онлайн-шкул ирттерет.

SoftSkills программи – çамрăксен коммерцилле мар организацийӗсен ертӳçисем валли «çемçе» навыксене аталантармалли меслет. Вӗрентӳ проектне хута ярса регионри кадрсен резервне вăйлатаççӗ. Çак курссен тӗллевлӗ аудиторийӗ – общество организацийӗсен активисчӗсем, патшалăх служащийӗсем. Регистрациленнӗ мӗн пур хутшăнакан федераллă экспертсем ирттерекен вебинарсемпе мастер-классене итлеме пултараççӗ. Курссене итлекенсем нацисем хушшинчи хутшăнусем пирки тата культурăсен коммуникацийӗсем çинчен, проектлă управлени, хыпар хатӗрӗсемпе, блогерсемпе еплерех ӗçлемелли çинчен пӗлӳсем илӗç.  

Çакнашкал вӗренӳ вăл çыннăн квалификацине ӳстермелли лайăх меслет кăна мар, Пӗтеӗмраççейри «МежНацАкселератор 2.0.» проекта хутшăнма май пурри те. Унта хутшăнакансем Раççей регионӗсенчи тӳлевсӗр семинарсенче хутшăнма пултараççӗ тата проектсен конкурсӗнче хутшăнма. Унта çӗнтерекенсем Халăхсем хушшинчи çамрăксен «Байкал – 2020» форумне хутшăнма пултарӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев