Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУЧИНКЕРЕ – ТЕАТР КУНĔ

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Йĕпреç районĕн Пучинке ялĕн тĕп культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕнче Халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне тата Пучинке ялĕн драма ушкăнĕн артисчĕсене Наталья Шибаевăпа Николай Хрисанова халалланă «Театр – пирĕн пурнăç» республика шайĕнчи фестиваль иртнĕ.

Ăна Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç районĕн вырăнти уйрăмĕ, Пучинке ял тăрăхĕн администрацийĕ тата культура çурчĕ йĕркеленĕ. Фестивалĕн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем халăх театрĕсен ăсталăхне ӳстересси, сăнарлă сăмахпа илеме туякан пултаруллă çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене артист ĕçне анлăрах явăçтарасси тата театр пултарулăх ушкăнĕсен çыхăнăвĕсене лайăхрах çирĕплетесси пулнă.

     Пучинкен культура çуртне ял халăхĕ, учительсемпе шкул ачисем, хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем, клубпа библиотека ĕçченĕсемпе ял тăрăхĕнче тăрăшакансем пухăннă. Шупашкартан Чăваш халăх артисчĕ Анна Кутузова, пукане театрĕн артисчĕ Геннадий Кириллов тата Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕн пайташĕсем Юлия Анисимовăпа Геронтий Никифоров театр уявне ирттерме килсе çитнĕ.

Малтан Пучинке ялĕн «Туслăх» ансамблĕ илемлĕ юрă шăрантарса уява килнисен кăмăлне çĕкленĕ. Унтан Йĕпреç районĕн «Культура аталанăвĕн центрĕ» учрежденийĕн директорĕ Марина Филиппова, Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров тата Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров салам сăмахĕсем каланă, фестивале тухăçлă ирттерме ырă суннă.

 Театр уявне Шупашкар районĕн СССР халăх артисчĕ Борис Алексеев ячĕллĕ Апаш халăх театрĕ (ертӳçи Ольга Ерилеева) Альбина Суханăн «Ашкăнчăк инкесем», Пăкăян ялĕн тĕп культура çурчĕн «Сарпике» драма кружокĕ (ертӳçи Светлана Соловьева) Маркиан Удаловăн «Хирĕçӳ» тата Пучинке ялĕн тĕп культура çурчĕн художество пултарулăх театр ушкăнĕ (ертӳçи Юрий Арсентьев) Николай Сидоровăн «Шупашкарти савни» камитсемпе хутшăннă. Вĕсем халăх пурнăçĕнчи кăсăк лару-тăрăва, тĕрлĕ йăла-йĕркене ăшшăн та уççăн сăнарлакан хайлавсем кăтартнă. Спектакльсенчи кулăшла сăнарсемпе камитлĕ курăнусене куракансем кăмăлласа йышăннă. Артистсем чунпа туйса выляни, уççăн, ăнланмалла калаçни, юрăсене илемлĕ юрлани курса ларакансене килĕшнĕ. Спектакльсем пĕтсен вĕсем артистсене ура çине тăрса чылай хушă тăвăллăн алă çупса саламланă.

Жюри художество пултарулăх театр ушкăнĕсен спектаклĕсене пысăк хак панă. Ăмăртăва хутшăннă виçĕ театр коллективĕсем Йĕпреç районĕн «Культура аталанăвĕн центрĕ» учрежденийĕн дипломне тивĕçнĕ. Уйрăм ăмăртура вара Пучинке ялĕн тĕп культура çурчĕн театр ушкăнĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унăн ертӳçине Юрий Арсентьева Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Фестиваль ирттерме пулăшнă Илья Шибаевпа Дмитрий Хрисанова конгресăн Тав сăмахне парса хавхалантарнă. Чи лайăх хĕрарăм рольне вылянă Апаш халăх театрĕн артистне Елена Смородиновăна, чи лайăх арçын рольне калăпланă Пучинке театр ушкăнĕн артистне Леонид Петрова паха парнесемпе савăнтарнă.

Шупашкар хăнисем çула май Çĕрпӳ районĕн Опытнăй поселокĕнчи ӳнер шкулĕн «Теремок» пукане театрне кĕнĕ. Кунта вĕсем ачасем лартнă «Кушак аçи тата тилĕ» юмаха курнă, фестивале хутшăннă çамрăк артистсен ушкăнĕн пултарулăхне пысăк хак панă.

     Жюри тĕп пĕтĕмлетӳре «Театр – пирĕн пурнăç» фестиваль халăх театрĕсемпе артистсен ăсталăхне туллин палăртма май панине каланă тата çак уява тепĕр çул та Пучинкерех ирттерме йышăннă.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,

ЧНК вĕренӳ комитечĕн пайташĕ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев