Сувар

Пуçланă Уява ăсатмалла

...Ютран килнисемшӗн çынсем çапла хăтланни мыскара пекех туйăнать пулӗ, çав вăхăтра вăл пирӗн мăнаçлăх...

Пуçланă Уява ăсатмалла. Çак йӗркене Кама леш енчи чăвашсем çирӗп пăхăнса пыраççӗ. Июлӗн 12-мӗшӗнче Тутарстанри нумай чăваш ялӗнче Уява ăстарӗç. Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни те çак списокра. 
Культура çурчӗн ӗçченӗсем хăйсем чăвашла тăхăннă, çынсене халăх тумне тăхăнтарнă (ку чухне Д.А.Самаренкин вырăнти Чăваш наципе культура центрне парнеленӗ костюмсем вырăнлă пулнă) та урама тухнă. Халăх пӗлет ӗнтӗ, хатӗрленет, Питравра Уява ăсатмалла. Çак йăла инкексенчен хӳтӗлет. 
Ăна Чăваш Майнинче кашни çул ăсатаççӗ, çавăнпа та ял-йыш çырла çимелли кунхи савăнăçа хăнăхнă ӗнтӗ, кӗтет. Чăваш йăлисене пӗлмен ютран килнисемшӗн вара виçшер-тватшарăн ылталашнă çынсем юрласа урамсем тăрăх утни, тăкăрлăксен тӗлӗнче сике-сике ташлани, ункăра çаврăнса вăйă калани мыскара пекех туйăнать пулӗ. Çав вăхăтра вăл пирӗн мăнаçлăх, авалхи, цивилизаци пырса тӗкӗнсе пăсса пăрахайман пурнăç йӗрки. Эпир ăна асаннесенчен вӗренсе юлнă, çавăнпа куç пек упратпăр, çавăнпах вăл пирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ. Ваттисен тивлечӗпе пурăнатпăр вӗт, тем тесен те.  
Хăйӗн (эпир кăна пӗлекен) кăсăкӗсем пур вӗт тата Уявăн. Вӗсене Чăваш Майнинчи сумлă ватă, ял поэчӗ Михаил Константинов пурнăçланă. Вăл йăла тăрăх çӗре савăл çапса кӗртнӗ, вăлах хурăн милӗкне çăл шывӗллӗ витрене пуçса кăларса ачасене пӗрӗхнӗ: «Çумăрӗ вăхăтлă çутăр та, вăхăтлă чарăнтăр». Калама кăна вӗт! Çак йăлана миçе çул-ши? Пӳлер арканичченех ăстанă вӗт Уява. Çӗр пин юрăллă халăхра урăхла пулма пултараймасть те.  

Реклама

Питрав иртнӗ хыççăн чăвашсем ыраш вырма тухнă. Çак вăйă кулăпа çуллахи юрăсен вăхăчӗ вӗçленнӗ. Пуçланă Уява ăсатмалли йӗрке асаттесенчен куçнă, ăна мансан эпир чăнтан чăваш пулма пăрахатпăр. 
Кашни япалан, пулăмăн, çын ӗмӗрӗ пекех, пуçламăшӗпе вӗçӗ пур. Уявра çутçанталăк гармонийӗ, чăвашла каласан, çураçулăх пысăк вырăн йышăнать. Унра нимӗн ытлашши те çук, йăлтах вырăнлă. Çапла пурăнатпăр. 

Любовь Егорова сăнӳкерчӗкӗсем

Теги: Уяв-2019
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: