Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пухтел ҫамрӑкӗсем фермер ӗҫне пуҫӑннӑ

Ӗҫ аванах пыратчӗ. Анчах 5 ҫул каялла Тӗкӗрмел ял хутлӑхӗнче сысна мурӗ тухсан, вӑл ан сарӑлтӑр тесе, пирӗн районти уйрӑм хуҫалӑхсенчи пур сыснана та пӗтерттерчӗҫ.

 

Ҫамрӑксене ялта ӗҫ пуҫлама хистекен темиҫе сӑлтав пур. Ялти ипотека 3 процент, ҫамрӑк фермерсене парӑнакан субсидисем те пӗчӗк мар. Тата районти ял хуҫалӑх управленийӗ те, ӗлӗкхи пек, сӑмахпа кӑна мар, ӗҫпе пулӑшать.
Тӗслӗхрен, Нурлат районӗнчи Пухтелӗнче пурӑнакан Хуринсен фермер хуҫалӑхне район отчётсем пама пулӑшать.
Вӗсем ӗне фермине пуҫласа яни ҫур ҫул кӑна-ха. Чӑваш Республикинчен илсе килнӗ тынасем пӑруласа сӗт пама тытӑннӑ ӗнтӗ.
– Ҫулталӑкӗпех сӗт пултӑр тесе эпир тӳрех пурне те мар, уйӑхсерен тватшар ӗнене пӑрулаттарма шутларӑмӑр, – тет хуҫалӑх ертӳҫи Наталия Хурина. – Хальлӗхе хам суса ӗлкӗрсе пыратӑп, малашне дояркӑсене тара тытмалла пулать.
Хуринсен хуҫалӑхӗнче 46 ӗне те 4 пӑру. Кӗтӗве электрокӗтӳҫӗпе кӗтеҫҫӗ. Уйрӑм ҫынран 800 пин тенкӗ парса илнӗ ферма йӗри-тавра видеокамерӑсем. Фермерсене тӗрев паракан программӑпа вӗсем патшалӑхран 5 млн тенкӗ кредит илнӗ. Пӳлӗме, оборудованине, выльӑхӗсене, апатне туяннине шута илсен, вӑл сисӗнмест те. Патшалӑх хӳтлӗхне кӗрсе ӗҫлекен фермер валли кирлӗ тесен, сутакансен нулӗсем хутшӑнса кӑна пыраҫҫӗ.
– Эпир малтан сыснапа ӗҫлеттӗмӗр, – каласа парать Наталиян мӑшӑрӗ Дмитрий. – Ӗҫ аванах пыратчӗ. Анчах 5 ҫул каялла Тӗкӗрмел ял хутлӑхӗнче сысна мурӗ тухсан, вӑл ан сарӑлтӑр тесе, пирӗн районти уйрӑм хуҫалӑхсенчи пур сыснана та пӗтерттерчӗҫ. Прокуратурӑн киле-киле алӑкран шаккама тытӑнсан, тупӑшлӑ бизнеспа сывпуллашма тиврӗ.
Тытӑнса пӑхас терӗмӗр пулӑ ӗрчетме. Тара илнӗ кӳлле карпсем ятӑмӑр. Унсӑр пуҫне районти кӳлӗсене миллион ытла малёк парнелерӗмӗр. Телее, пурте ҫӗнӗ вырӑнсене хӑнӑхнӑ. Ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫне кӗрӗшме пире никам та хистемен, тӑван тавралӑха юратнипе-ши, ӑна лайӑхрах, пуянрах тӑвас килет. Ҫак ҫӗр ҫинче пирӗн несӗлсем ҫутҫанталӑкпа килӗштерсе ӗҫлесе пурӑннӑ. Эпир мӗнрен кая?
– Ҫӗрсем ҫителӗклӗ, – хушӑнать калаҫӑва Наталия Витальевна, – 500 гектар. Ӗҫле кӑна! Анчах та халӗ ял ҫыннине те ӗҫлеттерме ҫӑмӑл мар, уйрӑмах ҫамрӑксене. Укҫине те  тӳлеместпӗр мар. Сезон ӗҫӗсене килсе пӑхаҫҫӗ. Пӑхаҫҫӗ те, каяҫҫӗ. Халӑх улшӑнчӗ.
Хуринсем хӑйсем сӗтӗреҫҫӗ хресчен ӗҫне. Пухтел ял хутлӑхӗн Канашӗ вӗсене пур енчен те пулӑшса пыма тӑрӑшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев