Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пухтел йӗлтӗрçисене сивӗ хăратаймарӗ

Йӗлтӗр спортне кăмăллакансен савăнăçлă уявӗ – «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» – чи анлă сарăлнисенчен пӗри. Пирӗн районта ку ăмăрту çулран çул вăй илсе пырать. Юлашки вăхăтра ăна Теччӗре çеç мар, кашни ялтах ирттересси йăлана кӗнӗ. Кăçал ăмăрту Пухтел ялӗнче те иртрӗ.

Чăн малтан ăмăртăва кӗçӗн классенче вӗренекенсем хутшăнчӗç. Вӗсем 500 метра чупрӗç. 5-6-мӗш классем – 1 километра, 7-9-мӗшсем икӗ километра ăмăртрӗç.
Йӗлме йӗлтӗр йăлтăр-ялтăр,
Шуса тухрăмăр хире... –
аса килеççӗ сăвă йӗркисем. Шăвакан йӗлтӗр сассине ăмăртакансене хавхалантарса кăшкăракансен сасси хуплать. Çурçӗр-хӗвел анăç енчен вӗрекен çил ачасене шăнтаймарӗ, ăмăртăва лайăх вӗçлеме те чараймарӗ.
Ачасем хыççăн ял çыннисемпе учительсен ушкăнӗ старта тухрӗç. Вӗсем те ăмăртăва хаваслăн вӗçлерӗç. Ăмăрту хыççăн пурте шкул столовăйне вӗри икерчӗпе чей ӗçме васкарӗç.

Алена ТОРГАШОВА.
Теччӗ районӗ,
Пухтел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: лыжня России Тетюшский район