Сувар

Пухуран пухӑва ҫити

Халӑх культурипе ӗҫленӗ чухне формализма куҫма юрамасть

Реклама

 

Эсир "Сабантуй ирттертӗмӗр, Уяв ирттертӗмӗр" тесе мухтавлӑ докладсем ан тӑвӑр. Пирӗн ӗҫре ҫитменлӗхсем те пур, – терӗ Фарид Мухаметшин ТР Халӑхсен Ассамблеин ларӑвӗнче тухса сӑмах калакансене итленӗ хыҫҫӑн.

Чӑнах та, Спасски тата Заински районӗсен представителӗсем ӗлӗкхи пек паллаштарчӗҫ хӑйсен ӗҫӗсемпе. Статистикӑри пек: кӑна ирттернӗ, кӑна ирттернӗ, кунта ун чухлӗ, лере ҫавӑн чухлӗ...
Республикӑри Туслӑх Ҫурчӗн директорӗ Ирек Шарипов доклачӗ ҫеҫ пухӑннисене шухӑша ячӗ. Ҫак енӗпе миҫе ҫул ӗҫлетпӗр пулсан та, Халӑхсен Ассамблеин представительствисем пур районта та ҫук. Туслӑх Ҫурчӗсене те пур ҫӗрте те тӑваймаҫҫӗ. Проект хатӗрлеме, ҫуртне тума районӑн укҫа ҫитмест. Ҫав вӑхӑтра патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр те мар. Туслӑх Ҫурчӗсене микроавтобуссем параҫҫӗ, регистраци иртнӗ пулсан, вӗсем грантсем илме пултараҫҫӗ. Ассамлейӑн представительствисем патшалӑх наци политикине пурнӑҫа кӗртмелле. Ҫакна шута илмен район пуҫлӑхӗсем тӗрӗс тумаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра республика программисемпе нумай клуб, ресурс центрӗсем тӑваҫҫӗ. Ассамлейӑн ҫав "ут" ҫине хӑпарса ларма та пулать. Телее Культура министерствин представителӗ те ҫак шухӑша сӗнчӗ. Проектсем шыриччен, хатӗррипе усӑ курмалла.
Фарид Мухаметшин Ассамблея пайташӗсем сентябрьти суйлава хастар хутшӑннӑшӑн, халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫӗ илсе пынӑшӑн тав турӗ.

Пӑлхарти Туслӑх Ҫуртӗнче Валерьян Киргизин картинисен куравне йӗркеленӗччӗ. Яшпашелӗнчи чӑваш ансамблӗ те ташласа кӑтартрӗ. Ҫыннисем нумай пулмасан та пирӗннисем хастар ӗҫлеҫҫӗ. Ахальтен мар Пӑлхарти чӑваш центрӗн ертӳҫине Валентина Якличевӑна Халӑхсен Ассамблейин Хисеп хутне парса чысларӗ Фарид Мухаметшин.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: