Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пукравра хӗрсен те ҫара пуҫ ҫӳреме юраман

Чиркӗве пуринчен малтан килсе Турӑ амӑш турӑшӗ умне ҫурта лартакан хӗр чи малтан качча тухать

Пукравра ҫил Ҫурҫӗртен пулсан хӗл хаяр пулать, ҫил Кӑнтӑр енчен вӗрсен – хӗл ӑшӑ тата юрлӑ пулать, тенӗ ӗлӗк. Ҫил улшӑнса тӗрлӗ енчен вӗрсен, хӗллехи ҫанталӑк та улшӑнуллӑ пулать тенӗ.

Тӑрнасем Пукравчченех Кӑнтӑр енне вӗҫсе кайрӗҫ-тӗк, хӗл ир килет тата сивӗ пулать. Ҫакӑн пек каларӑшсем те юлнӑ ваттисенчен: "Пукрав мӗнле – хӗл те ҫавӑн пекех" , "Пукравра кӑнтӑрлаччен кӗркунне, кӑнтӑрларан хӗлле".
Пукравччен йывӑҫсем ҫулҫӑ тӑкса пӗтернӗ пулсан – хӗл ӑшӑ пулать, ҫулҫӑсем тӑкӑнса пӗтмен-тӗк – хӗллехи сивӗсем хаяр пулӗҫ.
Пукрав кунӗ юр ҫусан, туйсем нумай пулаҫҫӗ тенӗ. Халь вӑл сӑнав кивелнӗ пулсан та, чиркӗве пуринчен малтан килсе Турӑ амӑш турӑшӗ умне ҫурта лартакан хӗр чи малтан качча тухать тенине астӑвакансем те, ӗненекенсем те пур-ха. Мӗншӗн тесен Пукравра хӗр ҫураҫма килекенсене пӑрса яма юраман. Ҫак кун хӗр качча тухма килӗшмесен, вӑл имӗш тата виҫӗ ҫул качча тухайман.
Ытти чиркӳ уявӗсенчи пекех, Пукравра килте вак-тӗвек ӗҫе кӑна тума юранӑ, япала ҫума, ҫӗр алтма, ҫыхма юраман. Ҫавӑн пекех намӑссӑр сӑмахпа та ҫӑварӗсене варламан ҫак кун ҫынсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев