Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

"Пуласлӑх вӗрентекенӗ" наци конкурсӗнче Тутарстанри икӗ команда ҫӗнтернӗ

Пӗкӗлмери учительсем пуҫламӑш клас ачисене тридевятое царство координачӗсене палӑртма, Дюймовочка мӗн чухлӗ виҫнине шутласа кӑларма тата юмахри Черномор вӗҫевӗн алгоритмне тума вӗрентнине каласа панӑ

Санкт-Петербургра "Учитель будущего" конкурсра ҫӗнтерекенсен ячӗсене каланӑ. Ҫӗршыври чи вӑйлӑ педагог командисен шутне Пӗкӗлмери 2 номерлӗ лицей тата Иннополисри шкул ушкӑнӗсем кӗнӗ.

Санкт-Петербургра финал ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ чухне Тутарстанри командӑсем уроксене академиллӗ форматран тухса ирттерессипе тата предметсем хушшинчи проектсем тӑвассипе палӑрнӑ. 

Тӗслӗхрен, Пӗкӗлмери учительсем пуҫламӑш клас ачисене тридевятое царство координачӗсене палӑртма, Дюймовочка мӗн чухлӗ виҫнине шутласа кӑларма тата юмахри Черномор вӗҫевӗн алгоритмне тума вӗрентнине каласа панӑ.

Конкурсӑн ӗҫ программинче "Йӑласемлӗ шкул пуласлӑх вӗрентекенӗсем валли юрӑхлӑ-и?" темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов хутшӑннӑ. 

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе финалистсен тата ҫурма-финалистсен шутӗнчен "пуласлӑх вӗрентекенӗсен" пӗрлешӗвне йӗркелеме палӑртнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев