Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пуҫлӑхсем ҫумӗнчи общественниксем суйлав саккунлӑхне тимлӗҫ

Ҫав вӑхӑтра пуҫлӑхсенчен инҫетре тӑракан общественниксене суйлав мӗнле пынине веб-камерӑсем урлӑ сӑнама май пулманни пӑшӑрхантарать.

 Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗн VI пухӑвӗн суйлавӗсен тасалӑхне 3 пин ҫынран тӑракан общество сӑнавҫисен ӳшкӑнӗ тимлӗ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ – сасӑлав саккунпа килӗшӳллӗн иртнине сӑнасси. Ҫакӑн ҫинчен ТР Общество палатин председателӗ Анатолий Фомин журналистсене пӗлтернӗ. 

Ун сӑмахӗпе, суйлавсене общество сӑнавҫисене явӑҫтарасси Тутарстанра темиҫе ҫул каялла та пулнӑ. Фомин каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ инструмент суйлав процесне ӗненессине ӳстерсе хӑйне тӳрре кӑларнӑ. Общество сӑнавҫисен корпусӗ сентябрьти республика парламенчӗн суйлавне хутшӑнӗ. 

"Пирӗн сӑнавҫӑсем суйлав процесне хутшӑнмаҫҫӗ, вӗсен тӗп тӗллевӗ – ӑна йӗркелекенсем Раҫҫейри тата Тутарстанри суйлав законодательствине пӑхӑннине тимлесси", – тенӗ Общество палатин ертӳҫи. 

Суйлав кунӗ участоксенче политика партийӗсен сӑнавҫисем те пулаҫҫӗ. Анчах та партисем влаҫшӑн кӗрешеҫҫӗ, вӗсен тӗллевӗ – ытларах мандат пуҫтарасси. Хӑш чухне тӗрлӗ партисен представителӗсем суйлав участокӗнчех тавлашма тытӑнаҫҫӗ. Общество сӑнавҫисен ун пек тӗллев ҫук, вӗсем саккуна пӑснине тӗрӗслемелле, - тесе пӗтӗмлетнӗ хӑй те нумай ҫул Тутарстанри Тӗп суйлав комиссине ертсе пынӑ Анатолий Фомин.

Сӑнӳкерчӗксем ТР Общество палатин сайтӗнчен

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 сентября выборы