Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пульницара та юратнӑ хаҫата вулатпӑр

Пӑхӑпин – ыттисен хушшинче малти ретрех "Сувар" курӑнсах кайрӗ!

Нумай пулмасть сывлӑха ҫирӗплетме Хусанти 12-мӗш пульницана вырттарчӗҫ. Пӗрремӗш кунӗ тӗрлӗрен обследованисем иртрĕмĕр, ӑҫта выртнине курса ҫаврӑнма май пулмарӗ. Иккӗмӗш кунне экскурсине тухрӑм.

Каласа хӑвармалла, пульници кивӗ пулсан та, кунта ӑшӑ, тутлӑ ҫитереҫҫӗ, лайӑх пӑхаҫҫӗ. Райцентрти пек кашни килсе пӑхнӑшӑн халат кӗсйине укҫа чикмелле мар.

Анчах мана тепӗр япала тӗлӗнтерчӗ. Пӗрремӗш хутра лавка пур, ун ҫумӗнче хаҫат киоскӗ. Пӑхӑпин – ыттисен хушшинче малти ретрех "Сувар" курӑнсах кайрӗ!

Ну савӑнтӑм та! Мӑнаҫлӑн хӗрлӗ тӗспе ҫутатса илӗртет хӑй патне. Пӗр экземплярӗн хакӗ - 40 тенкӗ. Ун пек хаклӑ хаҫат киоскӗпех те ҫук. Ют ҫӗршыв чӗлхипе тухать пуль тесе ҫапла хаклӑ тунӑ пуль тесе шутларӑр. Пурпӗр илтӗм. "Кунта тӑтӑшах илкелеҫҫӗ" Сувара", – тет сутакан. Савӑнтарать.

Эпир, ҫак хаҫата тахҫантанпа вулакансем, пӗлетпӗр – хакли хакне кӑларать! Туянатӑп, 50 тенкӗ пулсан та. Ҫитес ҫула ноябрьтех ҫырӑнтӑм, киле вӑл йӳнӗрех хакпа килет, паллах, кунти пек мар. 

Тӑраниччен вуларӑм "Сувара". Ҫӗрле ҫак пульницара ӗҫлекен чӑваш медикӗсем палатӑсем тӑрӑх ҫӳресе мана шыраса тупрӗҫ. Эпӗ вӗсене тенӗ хаҫата илнӗ иккен.

Палланӑ ҫынсем пулса кайрӗҫ. Дежурствӑра. Халь влмашӑна-ылмашӑна вулатпӑр хаҫата. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев