Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУЛТАРАТЬ, «ТАМАША»

Анат Камăри чăваш театрӗ ниме пăхмасăр ӗçлет, чăвашсене савăнтарать

Нумаях пулмасть Анат Кама хулинчи «Тамаша» халăх театрӗ хулари чăвашсене Иван Актай пьеси тăрăх хатӗрленӗ «Шутсăр пурăнас килет» спектакль кăтартрӗ. Унччен малтан театр ертӳçи Галина Петровна Волкова мана шăнкăравласа: «Мӗнле, Наталья Александровна, спектакль курма пыраятăр-и?» – 

тесе ыйтрӗ. Эпӗ: «Темӗн çав, сывлăх япăхланса пырать, чирлетӗп», – терӗм. Çав кун кунӗпе тенӗ пек выртрăм. Хамăн вара чӗннӗ çӗре каяс килет. Мӗн тумалла? Такси чӗнтӗм те кайрăм клуба. Унта халăх самаях пуçтарăннă иккен. 

 

Спектакль пуçланчӗ. Хумханнипе тата савăннипе хам чирлени пирки те манса кайрăм. Артистсем пӗрин хыççăн тепри сцена çине тухаççӗ, чăн-чăн пурнăçри пек: выляççӗ, калаçаççӗ, шӳтлеççӗ, юрлаççӗ, ташлаççӗ тата ытти те. Галина Петровна кашни артиста, унăн пултарулăхне кура, вăл мӗнле роль выляма пултарать, çавăн пек роль панă. Хăшӗ вăтанать, хăшӗ ытлашши шух, пӗрне юрату кирлӗ, теприне пуянлăх илӗртет... Пурте лайăх выляççӗ. Спектаклӗн кашни пайӗ хыççăн декорацие, артистсем хăйсен çи-пуçне улăштарса тăхăнаççӗ. 

Массăллă сценăсенче вăйă­сем, такмаксем, ташăсем. Çуллахи вăхăтра çавасемпе утă çулнă тапхăра, каннă вăхăтра апатланнине (пысăк хуранра апат пиçет, поварсем утă çулакансене çитереççӗ) пӗтӗмпех кăтартса пачӗç. Питӗ чаплă! Куракансем артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчӗç.

Çакăн пек йывăр тапхăрта (коронавирус пандемийӗ, Украи­нăри ятарлă çар операцийӗ) хулари чăваш театрӗ ниме пăхмасăр ӗçлет, чăвашсене савăнтарать. Çакă театр ертӳçипе артистсем пӗтӗм чунтан тăрăшса ӗçленинчен килет. Маттурсем!

Вӗсене пурне те малалла ăнăçлă ӗçлеме çирӗп сывлăх, телей, творчествăра пысăк çитӗнӳсем сунатпăр!

 

Наталья ЗОТЕЕВА,

«Тамаша» театра йӗркелесе яраканӗ. 

Г.Волкова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев