Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУЛТАРУЛĂХĂН ЧИККИ ÇУК

Сыввисемпе тан вӗренейччӗр, пултарулăх хевтине пурнăçлайччăр, обществăна кирлӗ çын пулса чун выртнă ӗçе алла илейччӗр тесе пуçарнă «Эпӗ пултаратăп! Творчествăн чикки çук» Пӗтӗм Раççейри конкурса

Ăна 2019 çултанпа Хусанти Патшалăх культура институтӗнче ирттереççӗ. 2022 çулхи акан 29-30-мӗшӗсенче инвалид ачасен, сывлăхӗ хавшаккисем тата çакăн пек ачасемпе ӗçлекен вӗрентекенсен таланчӗн тата пултарулăхӗн пӗтӗм Раççейри конкурсӗ пулать. 

Иртнӗ ытларикун «Татар-информ» информаци агентствинче Хусанти патшалăх культура институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева, вӗрентӳ сферинчи проектсене аталантарассин сулăмӗн ертӳçи тата «Абилимпикс» проектăн Тутарстанри координаторӗ Анна Сидоренко тата «Республикăн  сывлăхӗпе хавшакрах çам­рăк­­семпе ӗçлекен вузсен хушшинчи центрӗ» Автономиллӗ коммерцилле мар организаци директорӗ Елена Мелина пулас конкурс çинчен каласа пачӗç.  

Инвалидсемпе сывлăхӗпе хавшак ачасене пурнăç çулӗ çине тăратасси – хăйсем тӗллӗн пурăнма, чун выртнă ӗçе алла илме пулăшасси тата, паллах, талантлă çамрăксене творчествăра çитӗнӳ тума май парасси. «Эпӗ пултаратăп! Творчествăн чикки çук» конкурса çак тӗллевпе пуçарнă. Тепӗр сăлтав та пулнă çакнашкал мероприяти шутласа пурнăçа кӗртме – юлашки çулсенче сывлăхпа хавшакрах, инвалид-ачасен вӗренӳ заведенийӗсене кӗнӗ чух пӗлӗвӗсем питӗ вăтам пулни палăрнă. Çак çитменлӗхе пӗтерессипе те çыхăннă асăннă конкурс – ачасемпе ӗçлекен педагогсемпе аслă шкул преподавателӗсем хутшăнса кăларакан методика пособийӗсене пахарах кăларса чăннипех вӗрентӳре усă кӳме май парать.

Çак конкурс кирлине çулсерен ӳсекен заявкăсен йышӗ те кăтартса парать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, 41 регионтан 300 заявка илнӗ. Кăçал вӗсен хисепӗ пысăкрах та пулӗ (пандемипе çыхăннă чарусене чакарнă-çке), хальлӗхе пӗтӗмлетӳ туман-ха. Алă ăсталăхӗпе (ДПИ) паянхи куна пуринчен нумай заявка, иккӗмӗш вырăнта – театр творчестви. Çавăн пекех музыка инструменчӗсем каласси, хореографи тӗлӗшпе те конкурса хутшăнас текенсем пур. 

Çак мероприятин тепӗр ырă саманчӗ – Хусанта иртекен Пӗтӗм Раççейри конкурсра çӗнтерекенсен аслă шкулсене вӗренме кӗме шанăç пулать.  

        

 Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев