Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пултаруллӑ инвалидсене реабилитаци центрӗсене чӗнесшӗн

Тутарстанра инвалидсен прависемпе хӗрӳ лини ӗҫлет.

 Инвалидсен декади иртнине кура ноябрӗн 16-25-мӗшӗсенче ТР Ӗҫ министерствинче Тутарстанри инвалидсен прависемпе хӗрӳ лини ӗҫлет. Хӗрӳ линин телефон номерӗ: 8 (843) 557-21-25. Вӑл ӗҫ кунӗсенче 9.00 сехетрен пуҫласа 18.00 сехетчен ӗҫлет, апат тӑхтавӗ 12.00-13.00. Ҫавӑн пекех ҫынсем хӑйсен сӗнӗвӗсене ТР Ӗҫ министерствин электронлӑ адресӗпе яма пултараҫҫӗ: Alfiya.Bikbaeva@tatar.ru.

Ӗҫ министерствин специалисчӗсем пултарулӑхӗпе тӗрлӗ сферӑсенче палӑрнӑ инвалидсем ҫинчен ҫырнӑ хыпарсене те кӗтеҫҫӗ. Вӗсене инвалидсен, инвалид-ачасен реабилитаци центрӗсене хӑнана чӗнме хатӗр.
Ҫырусенче контактлӑ информацие тӗплӗн кӑтартмалла: инвалилӑн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, хӑҫан ҫуралнине, ӑҫта пурӑннине, ҫыхӑну телефонне, электронлӑ почта адресне.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев