Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пултаруллисен шкулĕ

Хирти Кушкăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан (9 çул вӗренмелли) шкулăн çуртне 1977 çулта ку тăрăхри питӗ пуян «Гигант» колхоз туса лартнă. Шкул çурчӗ паян кун та çирӗп тăрать, паллах, унтанпа юсав ӗçӗсене те ирттернӗ-ха. Кăçалхи вӗренӳ çулӗ умӗн те хăтлăх кӗртнӗ. Халӗ шкулта 46 ача вӗренет. Шкула паян Е.А.Бондарев ертсе пырать.

– «Аталан» форумне пыма йыхрав ярса пачӗç. Ачасем хаваслансах хутшăнасшăн çакăн пек мероприятисене, анчах транспорт çуккипе пур чухне те шутланă çӗре çитейместпӗр. Бензин çук теççӗ тата сăлтавсем тупăнаççӗ... Хамăн машинăпа илсе çӳрени те пулнă, пӗрер мероприятие шкул автобусӗпе тухса кӗнӗччӗ. Шел, 2022 çулта Нурлата каяймарăмăр, – пăшăрханса каласа парать чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Евгений Анатольевич.  

Хирти Кушкă ял хутлăхне тăватă ял кӗрет. 19 çын ятарлă çар операцине хутшăнать. Вӗсем пурте çак шкулта вӗреннӗ. Мобилизаципе пӗр çын кайнă, 18 çамрăк – хăй ирӗкӗпе, контракт çырса.

 – Ачасем пирки калас-тăк, ял ачисем пур енӗпе пултаруллă – вӗренӳре те, ӗçре те. «Сувар» ирттерекен футбол турнирне икӗ çул хутшăнтăмăр, кăçал пулаймарӗ – вӗренекенсен йышӗ сахалрах. Çăмăл атлетикăпа ăмăртусене хутшăнатпăр, йӗлтӗрпе чупассипе спортсменсем пур шкул ачисен хушшинче, – хавхаланса каласа парать шкул директорӗ. 

Патриотизм темипе ирттерекен мероприятисем вӗренекенсене интереслентерни куçкӗрет. Хăй ирӗкӗпе СВОна кайнă Николай Нестеров отпуска килсен  унпа тӗлпулу ирттернӗ. Салтак пулни-иртни çинчен каласа панă вӗренекенсене. Ăна, Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене  халалласа ачасем  концерт лартнă. Ятарлă çар операцине Андрей Силин та хăй ирӗкӗпе кайнă. Отпуска килсен унпа та шкулта тӗлпулу йӗркеленӗ. Андрей çак ялта çуралса ӳснӗ, çак ялăн шкулне çӳренӗ.Çитӗнсен Самарăра пурăннă. 

«Кирли çинчен калаçусем» тата класс тулашӗнчи ытти мероприятисене те хастар хутшăнаççӗ вӗренекенсем. Юнармеецсен пӗрлешӗвӗ те хăйне лайăх енчен кăтартать. Шкулта çеç мар, районта, Хусанта иртекен мероприятисене те хутшăнать. 

«Çӗнтерӳ волонтерӗсем» Пӗтӗм Раççейри обществăлла юхăма та хиртикушкăсем интересленсех хутшăнаççӗ. Иртнӗ вӗренӳ çулӗнче вӗсен Хусанта пулма тӳр килнӗ. Граждан вăрçи вăхăтӗнчи çапăçусен реконструкцине кăтартнă вӗренекенсене. Питӗ хумханса, тулли кăмăлпа таврăннă вӗсем киле.  

Пӗлтӗр Ангелина Стрелкова юнармеец «Çӗнтерӳ волонтерӗсем» юхăмра  Хусанта Çӗнтерӳ парадне хутшăннă. Унăн обществăлла ӗçӗнчи çитӗнӗвӗсене Хисеп хучӗ парса малалла та сатур пулма хавхалантарнă. 

Хирти Кушкă шкулӗнчен вӗренсе тухакансенчен 90 проценчӗ салтака юрăхлă. Çакăнта физкультура урокӗсенче тăрăшнин те тӳпи пурах тесе шутлать Евгений Анатольевич. 

Шкулта вӗреннисен хушшинче офицерсем те пур, искусствăра, наукăра тата литературăра тарăн йӗр хăварнă паллă çынсем те. Шкул коридорӗнче çакăнса тăракан пысăк стенд çинче кашнин сăнне курма, кӗскен кашнин çинчен вуласа пӗлме пулать.

Вӗренекенсемпе те çак стенд умӗнчех тӗл пултăмăр Тутарстан ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.А.Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Ф.Трифонова сăмах тухса каларӗç. Ачасене вӗренӳре тăрăшуллă пулма сунчӗç, тăван чӗлхене юратмаллине аса илтерчӗç. 

Ку шкулта чăваш чӗлхипе литературине халӗ те сума сăваççӗ иккен. Тӗслӗхрен, 2023–2024 вӗренӳ çулӗнче 9-мӗш класс пӗтерекенсенчен пиллӗкӗшӗ чăваш чӗлхипе экзамен тытма кăмăл тунă. Çапла пулмалла та. Атте-анне чӗлхи чӗрене çывăх вăл.

 

Татьяна ТАРАСОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование