Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурӗ кӗрхи призывра Тутарстан Республикинчи 3000 призывника Калининградран пуçласа Камчаткăна çити хӗсмет иртме ăсатӗç

Республикăн Çар комиссариачӗ 2021 çулхи октябрӗн 21-мӗшӗнче Раççей Хӗçпӗшаллă Вăйӗсен шар чаçӗсене никрутсен командисене ăсата пуçларӗ. Паян Сухопутнăй çара 100 яхăн çамрăка ăсатнă.

Кӗрхи призыв пуçланнă май, республикăри хӗсмете кайма тивӗç çамрăксем тата вӗсен ашшӗ-амăшӗсем валли «Школа правовых знаний» ятлă занятисем ирттерме тытăннă. Çакнашкал вӗрентӳсене республикăри этем прависемпе уполномоченнăй хутшăннипе Тутарстанра ӗнтӗ 10 çул ирттереççӗ. Вӗсен тӗллевӗ – никрутсемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсене призыв ыйтăвӗсемпе право тӗлӗшӗнчен пӗлӳсем парасси, контроль тата профилактика.   

Паян ТР çар комиссарӗ Сергей Погодин тата Тутарстан Республикинчи этем прависемпе уполномоченнăй Сария Сабурская çакнашкал вӗрентӗве Мензелинскра ирттернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев