Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурӗ Тутарстанри суйлав участокӗсенче 14 пине яхăн сăнавçă ӗçлет

Раççей Федерацийӗн Патшалăх Думине суйлавсем пуçланас умӗн Тутарстанра 5,6 пин общество сăнавçине вӗрентсе кăларнă. Çакăн çинчен паян Хусанти Пӗрлехи информаци центрӗнче Тутарстанри Юристсен ассоциацийӗн ӗçтăвкомӗн председателӗ Тимур Какохо каласа пачӗ

«Наблюдательсене хатӗрлес тесе пысăк ӗç туса ирттертӗмӗр. Эпир ТР Общество палатипе пӗрле ӗçлесси пирки килӗшӳ çирӗплетрӗмӗр. Ун хыççăн Юристсен ассоциацийӗ çак ӗçе хутшăнчӗ. Кашни уйăхра уйрăм районсене илсе унта пирӗн сăнавçăсене вӗрентрӗмӗр. Хатӗрленӗ 5,6 пин сăнавçăран пурте паянхи кун суйлав участокӗсенче суйлав процесне тимлеççӗ. Паян ирхине 7 сехетренпе эпир вӗсемпе çыхăну тытатпăр» , – тенӗ вăл.

Обществолла сăнавçăсем информацине ситуаци центрне ярса параççӗ. Вӗсем суйлав участокӗ вăхăтлă уçăлнине, урнăсем çинче пломбăсем пуррине, çынсем еплерех ӗçленине тӗрӗслеççӗ.

Пурӗ Тутарстанри суйлав участокӗсенче 14 пине яхăн сăнавçă ӗçлет. Тимур Какохо сăмахӗсемпе вӗсене пӗр пус та тӳлемеççӗ.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X