Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурăн-ха, пурăн, Николай Трофимович!

Тăхăрьял сăвăçи Николай Трофимович Зимин 80 çул тултарчӗ. Пăвасем юбиляра ăшшăн саламларӗç.

Элшел ялӗнче çуралса ӳснӗ, çавăнтах тӗпленнӗ сăвăç-вӗрентекен, нумай çулсем хушши шкулсенче директор пулса ӗçленӗ Николай Трофимович Зимин май уйăхӗн 15-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ.

Чаплă, юратнă сăвăçа саламлама шкулта пӗрле ӗçленӗ юлташӗсем, вӗсемех Пăва районӗнчи ЧНКЦ пайташӗсем, Евгений Афанасьев, сăвăç Николай Дворов, Николай Трофимовичăн вӗренекенӗсем Юрий Чернов, Анна Никанорова, Валерий Сюрмин, тăван шкултан Светлана Сюрмина, Елизавета Мышкова, Елена Еремеева, Вячеслав Афанасьев пухăнчӗç. Николай Дворов менельник кунӗ валли ятарласа çырнă сăввине вуласа пачӗ. Николай Трофимовича саламлама килнӗ хăнасем пурте ăшă сăмахсем каласа, вăрăм ӗмӗр, сывлăх сунса парнесемпе чечек çыххисем пачӗç, асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

Пурăн-ха, пурăн, Николай Трофимович, савăнтар-ха тăван халăха хăвăн илемлӗ сăввусемпе!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей