Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУРĂНМА ТА, ÇӖНТЕРМЕ ТЕ ИРӖК ПУР

Çичӗ кун хушшинче Хусанта, Тутарстанра кӗске метражлă илемлӗ фильм ӳкермелле. Çук, вулакан мана юмах каласа парать тесе ан шутлатăр. Хусанти Халăхсен хушшинчи кинопроект çинчен сăмах пырать.

«7 кунра кино –2020» альманахăн премьери пулчӗ иртнӗ эрнере. Тӗрлӗ çӗршывсенчен килнӗ çамрăк кинематографсем хăйсен пултарулăхне, ăс-хакăл пуянлăхне тата ума лартнă тӗллевӗсене кӗске метражлă фильмсенче ӳкерсе кăтартаççӗ. Авторсен стильне артхаус тесе палăртмалла. 

ТР культура министрӗ Ирада Аюпова кино кăтартма пуçличчен журналистсен умне тухса калаçрӗ. Министерствăшăн çак проект интереслӗ, республикăшăн кирлӗ пулни çинчен каларӗ вăл. 

 

– Пӗр енчен илсен Хусана тӗнчери пултарулăх ушкăнӗсене илсе килес килет, тепӗр енчен – çакă Тутарстанри наци кинематографине аталанма ан чăрмантартăр тесе тăрăшатпăр, – терӗ министр.

Фестивале йӗркелекенсен, паллах, çак майпа Хусана туристсене илӗртесси, 1000 çулти хула илемне пӗтӗм тӗнчене кăтартасси пулни паллă ӗнтӗ. Анчах этемлӗхпе, мирпе çыхăннă миссийӗ те пур – тӗрлӗ культурăна пӗр-пӗринпе çыхăнтарса, паллашса, пӗр-пӗринчен ыррине йышăнса-парса пуянланасси пулса тăрать. «7 кунра кино» иккӗмӗш альманахне пăхнă хыççăн питӗ шанас килет çакна. 

2019 çулта «7 кунра кино» пӗрремӗш хут кинематографсене пухрӗ. Проект ТР Культура министерствин пуçарăвӗпе кун çути курнă. Пӗрремӗш кăларăмрах чылай çӗршыв интересленни курăнать –  Франци, Иран, Китай, Швейцари, Германи, Чехи, Монголи тата, паллах, Раççей кино ăстисем хутшăннă. Çамрăксен ӗçӗсенчен 10 чи ăнăçлине пӗр альманаха пуçтарнă. 

«7 кунра кино» пӗрремӗш тапхăртанах ăнăçлă проект пулни курăннă.  Вăл форум та, мастерской та. 2020 çул тӗнчере коронавирус пандемийӗ алхаснă пулин те Вьетнам, Çӗнӗ Зеланди, Франци, Румыни, Китай, Германи, Никарагуа, Раççей çӗршывӗсенчен хутшăннă фестивале. Хальхинче те 10 команда ӳкернӗ картинăсене.  Хусанти патшалăх культура институчӗ пур енчен пулăшма тăрăшнă кинематографсене, сăмах май, проект директорӗ – институт сотрудникӗ Александр Барыкин. Ноябрӗн 24-мӗшӗнчен 2020 çулта ӳкернӗ картинăсене Раççейӗн кинотеатрӗсенче курма пулать. Маларах ноябрӗн 22-мӗшӗнче журналистсене кăтартрӗç, пултарулăх ушкăнӗ, йӗркелӳçӗсем тӗлпулăва пынă.  «7 кунра кино» продюсерӗ Станислав Ершов альманаха кӗнӗ фильмсем çинчен хавхаланса каласа пачӗ. Вӗсенчен чылайăшӗ тӗрлӗ кинофестивальсенче палăрма, премисем илме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, Франци режиссерӗ ӳкернӗ «Искра» лента Канны фестивалӗнче 2020 çулхи чи ăнăçлă кӗске метражлă лента тесе хакланă жюри. Чи малтан Çӗнӗ Зеланди кинематографӗн Клэр Варли режиссерăн «Чайные листья» ӗçне тăван çӗршывӗнчи фестивальте пысăка хурса хаклани çинчен пӗлтерчӗ С.Ершов. 

Кинематографсем ӳкернӗ фильмсене Халăхсен хушшинчи жюри хакланă, председателӗ К.Бронзит. Константин Эдуардович аниматор, сценарист, сумлă премисен лауреачӗ. «7 кунра кино»  çамрăксен площадки çеç мар, фестиваль-çке, вăйлисене, пултаруллисене палăртмалла. Çӗнтерӳçӗсене укçан призсем парассине те шута илнӗ йӗркелӳçӗсем: I вырăн – 500 пин тенкӗ, II вырăн – 300 пин тенкӗ, III вырăн – 200 пин тенкӗ. Кам хальхинче мала тухайман вӗсене дипломсем панă. 

Жюри шухăшӗпе «Нулевые» фильм (режиссерӗ Оксана Сенчугова, Раççей) пур енчен те ăнăçлă пулса тухнă. Картинăн сюжетне ăнланма ансат. Ӗç 2000 çулсен пуçламăшӗнче Хусанта пулса иртет. ЗАГСран тухакан туй çыннисенчен укçа «шăйăрса» илекен шăпăрлансен хушшинче вуннăсенчи Алена та пур, туй çыннисенчен пӗрне палласа илет – амăшӗ патне вăрттăн çӳрекен этем хӗрне качча парать иккен. Алена кăна шантажпа хăратса пӗтӗм юлташне 100-шер тенкӗ укçа валеçтерет... 

Паллах, сăнасарах пăхсан ача-пăча тумӗсенче хальхи детальсене асăрхама пулать, кинокритиксем тата мӗн-тӗр тупӗç. Анчах Сенчугова çак картина хыççăн хăйне çирӗппӗнех режиссер теме пултарать. Кун пирки иккӗленмӗпӗр.

II вырăна тивӗçнӗ  «Инстаграмщица» (Чыонг Тхе Тхиен, Вьетнам) хитре пурнăç çинчен ӗмӗтленнипе халăха улталанă хӗр çинчен каласа парать. Анчах халăхра: «Пӗрре улталăн, иккӗ улталăн, виççӗмӗшӗнче ларса макăрăн», – теççӗ. Шăп çапла пулса тухнă та хӗрачапа. 

III вырăнта Франци режиссерӗн Адриан Реплански картини «Искра». Ку фильмра тӗп герой çӗрулми теес килет (шӳтлетӗп). Картинăра чăнах та, тăтăш çӗрулми кăтартаççӗ: е вăрманта выртакан купаран карчăк çӗрулми суйласа илет, е Нина (тӗп героиня) çӗрулми шуратса инçетри савнийӗпе телефонпа калаçать. Нина савнийӗн ӗçӗ те çӗрулмипех çыхăннă... Артхауса пур чух та пӗрре пăхнипех ăнланса пӗтерме çук. Пысăк аудитори ăнланма ӳкермеççӗ те çак жанрпа ӗçлекенсем. 

Апла пулин те: «Альманаха кӗнӗ кашни ӗçӗн хăй тӗллӗн пурăнма, çитӗнӳ тума ирӗк пур», – кӗскен, ăнланмалла каларӗ министр.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗк «Татаркино» учрежденин.

А.Барыкин, С.Ершов, Р. Ахмадиева, И. Аюпова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев