Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУРЛĂХУ ПУР-ТĂК, РЕГИСТРАЦИЙӖ ТЕ ПУЛАТЬ

«Куçман пурлăха патшалăх регистрацине тăратасси çинчен» закона 2022 çулхи июнӗн 29-мӗшӗнче улшăнусем кӗртнӗ

Вăхăт пурнăç хăвăртлăхне ӳстерет, куллен технологисем çӗнелсе вăхăтпа тан пыма пулăшаççӗ халăх ыйтăвӗсене тивӗçтерекен органсене. Росреестр çине тăнипе 2020 çултанпа 40 ытла федераллă закона е улшăнусем кӗртнӗ, е çӗнӗрен йышăннă. «Куçман пурлăха патшалăх регистрацине тăратасси çинчен» закона 2022 çулхи июнӗн 29-мӗшӗнче улшăнусем кӗртнӗ. Куçман пурлăхăн Патшалăхăн пӗрлехи реестрӗнчен (ЕГРН) çырса илнипе пӗтӗм учетпа регистраци ӗçӗсене çирӗплетеççӗ МФЦ ӗçченӗсем. Çакăн çинчен ытларикун «Татар-информ» информаци агентствинче Тутарстанри Росреестр управленийӗн ертӳçин çумӗ Лилия Барисовна Бурганова каласа пачӗ.

Суту-илӳ, ипотека, строительствăна пай кӗртсе хутшăннин  договорӗсемпе халиччен регистраци çыравӗпе çирӗплетнӗ пулсан, халӗ ЕГРН çырса илнипе усă кураççӗ. Çав вăхăтра регистраци çырăвӗсем юридици вăйне çухатмаççӗ.

Тата витӗмлӗ çӗнӗлӗхсем хушăннă:

 – Росреестра документсене почтăпа ярса парассине те, регистрацилени çинчен калакан хатӗр документсене илессине те пăрахăçланă. 

– Срокран тухнă паспортпа пыракансемпе ӗçлемеççӗ. 

Документсене йышăннă чух çаксене шута илеççӗ: кăранташпа çырнисем, текстра тӳрлетнисем, туртнисем, хуçланса, вараланса пӗтнисем пулсан тавăрса параççӗ. Халиччен документсенче кăлтăксем пулсан та МФЦ ӗçе илнӗ-тӗк, Тутарстанри Росреестр пилӗк кун хушшинче тавăрса панă. Кăçал пурнăçа кӗнӗ çӗнӗлӗхсем документсем йышăнас ӗçе хăвăртлатаççӗ, çитменлӗхсене пула тавăрса парассине чакараççӗ, куçман пурлăхăн правине йӗркеленӗ вăхăтра кăлтăксене пула «çур çулта» чарса тăмаççӗ. 

Кăçалтан Тутарстанăн Росреестрӗ те, МФЦ та документсен çаврăнăшне хутсăр, электронлă майпа пурнăçлать. Халӗ МФЦна илсе пыракан документсене электронлă варианта куçараççӗ те вăйлатнă пысăк квалификациллӗ электронлă алă пуснипе çирӗплетеççӗ.  Çакăн хыççăн шанчăклă хӳтӗленӗ çыхăну каналӗпе  Тутарстанăн Росреестрне ярса параççӗ. Хут документсене МФЦра электронлă регистраци докуменчӗсем хатӗр пуличченех упраççӗ.

 

Куçман пурлăх регистрацийӗн срокӗсем

 

2021 çулхи сентябрь уйăхӗнченех «24 сехетре электронлă ипотека» программа ӗçлет. 2022 çулхи январь – сентябрь уйăхӗсенче республикăри МФЦсем 19 пин ытла заявлени йышăннă ипотека мелӗпе туянакан кил-çуртсене регистрацилеме.

Халь йăлари куçман пурлăха (пурăнакан çурт, сад çурчӗ, хуçалăх хуралтисем, гараж тата çак çурт-хуралтăсем тăракан çӗр лаптăкӗсем) та кӗске вăхăтрах  регистрацилеççӗ – маларах 7–9 куна тăсăлнă ӗçсем кăçал май уйăхӗнчен чи нумаййи те 5 кунра хатӗр пулаççӗ, Тутарстанри вăтам кăтарту  – 2 ӗç кунӗ.

Кӗçӗн тата вăтам предпринимательство представителӗсем валли те сроксене чакарнă: правана регистрацилеме халичченхи пек 9 кун мар, 5 ӗç кунӗ иртет. Кадастр учетне тăратнипе пӗрлех правасене те регистрациленӗ чух документсем 12 кунра мар, 9 кунрах хатӗр пулаççӗ. Электронлă майпа панă заявленисемпе 7 ӗç кунӗнче ӗçе вӗçлеççӗ. 

Кӗçӗн, вăтам бизнес ӗçченӗсене регистраци докуменчӗсем хатӗрри çинчен СМСпа хыпарлаççӗ, регистраци срокӗсем те чакнă.

 

Мобилизаци

 

2022 çулта тулли мар мобилизаци пуçланни Тутарстан Росреестрӗн ӗç йӗркине çӗнӗлӗхсем кӗртрӗ. Мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнакансен, вӗсен тăванӗсемпе çывăх çыннисен  куçман пурлăхне питӗ кӗске вăхăтра регистрацилесси çине пусăм тăваççӗ халь ӗçре – 1 ӗç кунӗнчех регистраци прависене хатӗрлеççӗ. Паллах, çакна тума ӗнентерекен документсем, копийӗсем кирлӗ: чи малтанах мобилизаципе каясси çинчен калакан документ çар комиссариатӗнчен (справка е повестка), çурални çинчен калакан свидетельство, мăшăрлану свидетельствин копийӗсем тата регистрацие хăвăртрах ирттерме ыйтса çырнă заявлени. Тутарстан Росреестрӗн подразделенийӗсенче пур çӗрте те йышăнаççӗ çакăн пек заявленисене: Хусанта çак адрессемпе – Авангардная урамӗ, 74; Гагарин урамӗ, 103; Ямашев проспекчӗ, 82 тата Çӗнтерӳ проспекчӗ, 100. Республика районӗсенчи подразделенисен адресӗсене, телефон номерӗсене официаллă сайтран (rosreestr.tatarstan.ru) пӗлме пулать.

Çаплах Росреестр ӗçченӗсем иртнӗ эрнерен консультацисем ирттерме пуçланă. Çак тӗллевпе Хусанти «Казань ЭКСПО» Курав  центрӗнче, Танк училищинче ытларикун, кӗçнерникун 17.00 – 20.00 сехетсенче йышăнаççӗ. Унта регистрацие тăратма хатӗрленӗ документсемпех пыма юрать.

Мобилизаци иртекенсене пулăшма октябрӗн 26-мӗшӗнчен хӗрӳ лини ӗçлеме пуçларӗ. Кашни кун 9.00–15.00 сехетсенче 8(843)255-25-71 номерпе шăнкăравласа мобилизаципе каякансем тата вӗсен тăванӗсем куçман пурлăхпа, ытти япалана регистрацилессипе çыхăннă ыйтусем çине хуравсем тупайӗç. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации