Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурлӑх налогӗсене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлесе татмалла

Тутарстанра пурӑнакансем республикӑн бюджетне 4 млрд тенкӗ налог тӳленӗ ӗнтӗ

Ҫакӑн ҫинчен паян ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра Федераллӑ налог службин Тутарстанри Управленийӗн ертӳҫи Марат Сафиуллин пӗлтернӗ.
"Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа уйрӑм ҫынсенчен республикӑн консолидациленӗ бюджетне 4 миллиард та 200 миллион тенкӗ налог кӗнӗ. Ҫак ҫынсене пысӑк тав сӑмахӗ калас килет, вӗсем пирӗн питӗ яваплӑ налог тӳлекенсем", – палӑртнӑ Сафиуллин. Пӗлтӗр пурлӑх налогӗсен калӑпӑшӗ 7 млрд та 900 пулнӑ, вӗсенчен транспорт налогӗ 4 млрд та 400 млн тенкӗ, ҫурт-йӗр налогӗ 2 млрд та 300 пин  тенкӗ, ҫӗр налогӗ 1 млрд та 200 млн тенкӗ.
Аса илтеретпӗр, пурлӑх налогӗсене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлемелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев