Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПУРНĂÇНЕ ТĂВАН ЕН ИСТОРИНЕ ТӖПЧЕССИНЕ ХАЛАЛЛАНĂ

В.Макаров тăрăшнипех СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ П.В.Дементьев Алешкин Саплăкра çурални палăрнă

«Тăван халăхшăн, юратнă ялшăн чуна парса ӗçлени – маншăн чи пахи. Иртсе кайнă кун-çула каялла çаврăнса пăхсассăн ним чухлӗ те пурăннă пек мар. Тӗпчемелли, ӗçлемелли тата та нумай», – тет Алешкин Саплăк ялӗнче пурăнакан хисеплӗ таврапӗлӳçӗ Валентин Федорович Макаров.
Валентин Макаров –историк, таврапӗлӳçӗ, педагогика ӗçӗн ветеранӗ,  ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ, Алешкин Саплăкри Ветерансен канашӗн председателӗ. Çичӗ кӗнеке авторӗ.

 

Трактористран пуçланă

Çак кунсенче Валентин Федорович хăйӗн 80 çулхи юбилейне паллă турӗ. Чаплă уявпа саламлама ăна Çӗпрел район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Алешкин Саплăк ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Петр Артемь­ев килсе çитрӗç. Юбиляра асăнмалăх парнесем парса чысларӗç, çирӗп сывлăх, телейлӗ кун-çул, канлӗ ватлăх сунчӗç. Тăван халăхшăн çав тери нумай ырă ӗç тунăшăн, хăйӗн пурнăçӗнчи чăн тупсăмне шыраса тупма пултарнăшăн, тухăçлă ӗçленӗшӗн, чăвашлăха упраса хăварассишӗн ырми-канми тăрăшнăшăн чун-чӗререн тухакан тав сăмахӗ каларӗç.
 Валентин Макаров 1941 çулхи июлӗн 23-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче çуралнă. Ялти çичӗ класлă шкултан вӗренсе тухсан тăван колхозра ӗçлеме пуçланă. Малалла Куйбышев облаçӗнчи Сызрань районӗнче вӗренсе тракторист-машинист специальноçне алла илнӗ.
1962 – 1965 çулсенче Валентин Федорович Германири Совет Çарӗсен ушкăнӗнче (ГСВГ) хӗсметре тăнă вăхăтра танкист пулнă. Виçӗ çул салтак тивӗçне пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăннă. Ахаль ларма хăнăхманскер, ялти клуба ӗçлеме вырнаçнă. Ăна кунта заведующи тивӗçне шанса параççӗ.

 

Директор таран

1966 çулта Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкула пӗтерсе экстернлă  майпа патшалăх экзаменне парать Валентин Макаров. Çулталăкран  Алешкин Саплăкри сакăр класлă шкула ӗçлеме вырнаçать. Ачаран таврапӗлӳçӗ ӗçӗпе кăсăкланнăран ачасене истори тата гео­графи предмечӗсене вӗрентме пуçлать. Паянхи кун та вăл вӗрентнӗ ачасем ăна ырăпа кăна аса илеççӗ. Вăл уроксене лайăх тата интереслӗ илсе пынă, хăйӗн ӗçне юратнă. Валентин Федорович çамрăк специалистсене те нумай пулăшнă, хăйӗн ăсталăхӗпе те ыттисене паллаштарнă.  
Чунпа учитель ӗçне парăннăскер, малалла вăл шкул пурнăçӗнчен тухмасăр, Хусанти патшалăх университечӗн историпе филологи факультечӗн истори уйрăмне заочно майпа вӗренме кӗрет. Аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн Валентин Федоровича шкул директорӗ пулма çирӗп­летеççӗ.  Каярахпа истори тата обществознани учителӗнче тă­рăшнă. Тивӗçлӗ канăва та çакăнтанах тухнă хисеплӗ учитель.
Валентин Макаровăн тăван тавралăха тӗпчес туртăм шкулта, ачасене вӗрентнӗ чухне çуралнă. Тӗпчевçӗре çак асамлă туртăм кунран кун вăйланса çирӗп тымар янă.
– Пӗтӗм тӗнчери историе пӗлнипе кăна мар, хамăр тăван çӗршыв çинчен пӗлни хаклă тупра. Ачасене хамăр таврана вӗрентме тăрăшмалла, –  тет историк.

Кӗнеке çыракан

Чун тӗпӗнчен çут тӗнчене кăларнă «Пирӗн тăрăхпа Алешкин Саплăк ялӗн аваллăхӗ» пӗрремӗш кӗнекинче таврапӗлӳçӗ яла чӗререн юратни уççăнах курăнса тăрать. Çак кӗнекен ал çырăвне паллă чăваш историкӗ, наукăсен докторӗ Василий Дмитриев профессор та пысăка хурса хак­ланă. «Валентин Федорович кӗнеки тӗплӗн шухăшласа çыр­нăскер, фактсене документсемпе çи­рӗплетнӗ, чӗлхи тирпейлӗ те таса», – тесе палăртнă профессор.
«Вутра та çунмасть, шывра та путмасть», – тет Валентин Федорович пирки ял-йыш. Лартнă тӗллеве пурнăçа кӗртес тесе тӗрлӗ йывăрлăх урлă тухнă вăл. Çапах та алă усман çыравçă, малаллах утнă. Тăван тавралăха тӗпчесси уншăн яланах пӗрремӗш вырăнта тăрать. Нумай хулари архивсене çитсе кирлӗ документсем пухнă.
– Куç хупмасăр ирттернӗ каçсем те пайтах пулнă, – асаилӳ çăмхине сӳтет юбиляр.  
Макаров тăрăшнипех СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ П.В.Дементьев Алешкин Саплăк ялӗнче çурални палăрнă. Вăл ăна архив докуменчӗсене тӗпчесе пӗлнӗ. Шăпах «Жизнь, отданная авиации»  кӗнекинче П.В.Дементьевăн пур­нăçӗпе пархатарлă ӗçӗ çинчен каласа парать хисеплӗ таврапӗлӳçӗ.
Валентин Федорович пултаруллă та харсăр çын пулнине унăн кăкăрӗ çинче йăлкăшакан медальсем те çирӗплетеççӗ. «Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 20 çул», «Ӗçри хастарлăхшăн», «Ӗç ветеранӗ» тата ытти медальсене илме тивӗçнӗ вăл. Тав çырăвӗсен, Хисеп хучӗсен шучӗ те çук вара!

Тăвалла пулсан та малалла

Паянхи кун та вăл ял тата район пурнăçӗнче иртекен об­ществăлла ӗçсене хастар хутшăнать, иккӗлентерекен ый­тусен хуравне уçăмлатма пулăшать.
 Мăшăрӗ, Нина Алексеевна, çемье ăшшин управçи, шанчăклă пурнăç юлташӗ. Вăл ӗмӗр тăршшӗпе яваплă ӗçсенче тăрăшнă. Интернатра воспитатель, шкулта лаборантка пулса ӗçленӗ тата нумай çул хушши библиотекăра вăй хунă. Валентин Федоровичпа пӗрле вӗсем пилӗк ача çуратса ӳстернӗ. Тивӗçлӗ воспитани панă. Вӗсен ачисемпе мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур. Асли, Галина, Хусанта пурăнать, учитель пулса ӗçлет. Шкулта вырăс чӗлхипе литература предметне вӗрентет. Иккӗмӗш хӗрӗ, Оксана, çемйипе Ульяновск хулинче тӗпленнӗ. Вăл почта уйрăмӗнче оператор пулса тăрăшать. Ывăлӗ Володя та çемйипе Ульяновскра пурăнать, шалти ӗçсен уйрăмӗн автоколоннинче вăй хурать. Александр Çӗпрел райо­нӗнчи Анат Чакă ялӗнче пурăнать, мăшăрӗпе пӗрле вӗсем пилӗк ача ӳстереççӗ. Кӗçӗнни Федор та çемье çавăрнă ӗнтӗ. Хусанта пурăнать, хулари пӗр банкра программист пулса ӗçлет.  
Валентин Федоровичпа Ни­на Алексеевна паянхи кун 10 мăнукпа тата пӗр кӗçӗн мăнукпа киленсе пурăнаççӗ. Вӗсем тӗп çурта килессе чунтан кӗтеççӗ. Ватлăхра йăпанмалли те ачасемпе мăнуксем-çке… Вӗсен хаваслă кулли ăмăр çанталăка та çутатса яма пултарать вӗт!
«Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар», – теççӗ халăхра. Витӗмлӗ те чи тӗрӗс сăмахсем. Мӗн кăна пулса иртмест пулӗ çак тапхăрта – савăнмалли те, хурланмалли те. Чи тӳсӗмлисем кăна çак лару-тăрăва парăнтараççӗ, мӗнпур йывăрлăха çӗнсе малаллах талпăнаççӗ. Нинăпа Валентин Макаровсем шăпах çавăн пек çынсем.

Наталия КЛЕМЕНТЬЕВА.
Çӗпрел районӗ,
Алешкин Саплăк.
Сăнӳкерчӗк «Тăван ен» хаçатăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев