Сувар

ПУРНЕ ТЕ АСА ИЛЕССИ – ПИРӖН ПӖРЛЕХИ ТИВӖÇ

Санкт-Петербург хулинче авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кашни ҫулах блокадӑра пулнисене асӑнса акци ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та блокада 80 ҫул ҫитнине халалласа асаилӳ акцийӗ иртрӗ. Пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн наципе культура организацийӗсен тата регионсен пӗрлешӗвӗсен представителӗсем блокада вӑхӑтӗнче вилнисен ячӗсене вуласа пачӗҫ

Питӗрти Чӑваш наципе культура автономийӗн ҫак хурлӑхлӑ кун тӗлне архив материалӗсем ҫинче никӗсленнӗ "Эпир сана пулӑшма пытӑмӑр, Ленинград" кӗнекене, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче Ленинград тата Волхов фрончӗсенче паттӑрлӑх кӑтартнӑ паттăрсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене пахаларӗҫ. Ҫак кӑларӑм чӑваш автономийӗн наукӑпа тӗпчев лабораторийӗ тата шырав ӗҫӗ пулса тӑчӗ.

Санкт-Петербургри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗ, экономика наукисен кандидачӗ Валериан Гаврилов, Чăваш хӗрарӑмӗсен Союзӗн Санкт-Петербургри уйрӑмӗн председателӗ Анастасия Бахматова, Чӑваш автономийӗнчи Ҫамрӑксен канашӗн пайташӗсем Николай Гаврилов тата Ульяна Степанова кӗнеке авторӗсем шутланаҫҫӗ.

Ҫак кӗнекене  кӑларма Николай Федорович Угаслов, Чӑваш наци конгрессен президенчӗ, Юрий Александрович Зорин, Чӑваш наци конгрессен вице-президенчӗ тата Свешников Владимир Васильевич, АО «Август» филиален директорӗ пулӑшнă. Вӗсем пурте Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем.
Станислав Владимирович Зорин, Санкт-Петербургри Национальоҫсен Ҫурчӗн представителӗ, Тӑван Ҫӗршывăн Аслӑ вӑрҫи, Ленинграда хӳтӗлекен паттӑрӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене кӑларни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хакларӗ.

В.А.Гаврилов, Чӑваш наци конгресӗн Питӗр хулинчи тата Ленинград облаçӗнчи полномочиллӗ представителӗ кӗнеке мӗнле ҫырӑнни ҫинчен, Ленинградри архивсенче нумай ӗҫлени пирки тата чӑваш паттӑрӗсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр Ленинграда хӳтӗлени ҫинчен витӗмлӗ каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Пискарев мемориал масарӗ ҫинче чӑваш паттӑрӗсен уйрӑм ҫар вилтӑприсем пурри ҫинчен чарӑнса тӑчӗ.

Истори наукисен докторӗ, Санкт Петербургри Петӗр патша ячӗпе хисепленсе тӑракан Раҫҫей наука Академийӗнчи антропологипе этнографи музейӗн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Антон Кириллович Салмин ҫак кӑларӑм Чӑваш Енре наукӑпа ҫыхӑннӑ архив докуменчӗсем ҫинче никӗсленнине палӑртрӗ. Вӑл малашне чӑваш халӑхне халалланӑ этнографипе истори материалӗсем кун ҫути курасси ҫинчен каласа пачӗ.

Бислан Мугдинович Хамхоков, Санкт Петербургри наци культурисен Ҫурчӗн президенчӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче Ленинградран
Майкопа эвакуациленӗ ачасене Майкоп мӗнле йышӑнни ҫинчен, вӗсен малашнехи шӑпи ҫинчен, 1942 ҫулхи августӑн 9-мӗшӗнче нимӗҫсем Майкопа тапӑнса кӗрсен, халӑх ҫур ҫул тӑшман тыткӑнӗнче асаппа пурӑнни ҫинчен чуна тивмелле каласа пачӗ. Историре йӗр хӑваракан тата ҫакна асра тыттаракан кӑларӑмсем кирлӗ пулнине палӑртрӗ.

Презентацире хӑнасем "Кунта тăшман ури ярса пусаймӗ" документлӑ кӗске метражлӑ фильмпа паллашрӗҫ.

Малалла Семен Федорович Горин, чӑваш ентешлӗхӗн Питӗрпе Ленинград тӑрӑхӗнчи шурсухалсен Канашӗн пайташӗ, вӑрҫӑ ҫулӗсенче амӑшӗ окопсем чавнӑ ҫӗрте ырми-канми ӗҫлени ҫинчен каласа пачӗ, унӑн сӑввине ӑшӑ кӑмӑлтан вуларӗ.

Презентаци "Юрату" ансамблӗн солистки Марина Кириллова вӑрҫӑ юррине шӑрантарнипе вӗҫленчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: