Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурне те парне пачӗҫ

Алексей Шадриков сӑмахӗсемпе, ҫак концертра янӑранӑ чылай юрӑ оригиналӗнчен те лайӑхрах илтӗннӗ

  Юлашкинчен
Концертра юлашкинчен Лайӑш районӗнчи Габишевори юрӑ театрӗ "Веснавея" пултарулӑхне кӑтартрӗ. Елена Макарова ертсе пыракан халӑх ансамблӗнчи ҫичӗ юрӑҫ Алӗксанр Артемьев репертуарӗнчи юрра шӑрантарчӗҫ.
Финалистсем пурте вӑйлӑ, пурте лайӑх юрларӗҫ. Кама суйлӗ-ши жюри? Аптӑрамалла. "Суварҫӑсем" ҫырӑнтару акцийӗ ирттернӗ вӑхӑтра Туслӑх Ҫуртӗнчи 314-мӗш пӳлӗмре тӳресем хӑйсен шухӑшӗсене пӗтӗмлетрӗҫ. Унтан, ыттисем Дипломсене ҫырса хатӗроенӗ вӑхӑтра Алексей Шадриков хӑй юррисемпе савӑнтарчӗ.
"Ӗмӗт" ансамбль конкурсӑн II степеньлӗ лауреачӗ пулса тӑчӗ, урӑхла калаҫан, ку 3-мӗш вврӑн йышӑннине пӗлтерет. 2-мӗш вырӑна пӗртӑван Давыдовасем тухрӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна жюри пӗр саслӑн пулса Ирина Козловӑна суйланӑ.
Кашни финалиста тата ҫӗнтерекенсене ТР ЧНКА укма премийӗсем парса хавхалантарчӗ.
Алексей Шадриков сӑмахӗсемпе, ҫак концертра янӑранӑ чылай юрӑ оригиналӗнчен те лайӑхрах илтӗннӗ.
Юлашкинчен Ирина Козловӑна ҫӗнтерӳҫӗ юррине юрлама ыйтрӗҫ. Теччӗ пики хаваспах килӗшрӗ. Чун хӗлӗхӗсем тепӗр хут чӗтренме тытӑнчӗҫ. Юрлар чӑвашла!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев