Сиктӗрме-Хусанкайри Уяв чăваш культурин историйӗнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлӗ
Тӗрӗссипе каласан, хӑнасем Сиктӗрмене июлӗн 9-мӗшӗнчех килме тытӑннӑ. Тюмень, Пенза, Буряти, Пушкӑртстан, Мурманск, Мускав, Норильск, Тольятти, Чӗмпӗр, Челябинск, Йошкар-Ола, Шупашкар, ытти хуласемпе ялсенчен килнисем - хулаш ҫумӗнчи палатка лагерӗ - хӑй тепӗр ял пек.
Тутарстан Президенчӗ хальхинче те хӑнӑхнӑ йӑлана пӑсмарӗ, Уяв лапамне чӑвашла тумланса килсе ҫитрӗ. Унпа пӗрле КПРФ лидерӗ Геннадий Зюганов, Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Алексей Русских, ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, Фарид Мухаметшин, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Мускав ҫумӗнчи Ленин ячӗпе хисепленекен совхозӑн директорӗ Павел Грудинин, "Звениговский" ял-хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Иван Казанков, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Сергей Казанков, ТР экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Александр Шадриков, республикӑри чӑвашсен ертӳҫи Дмитрий Анатольевич Самаренкин тата ытти хисеплӗ хӑнасем - КПРФ партин регионрсенчи тата ют ҫӗршыврсенчи уйрӑмӗсен ертӳҫисем кӑна 100 ҫын ытла - пурте чӑвашла тумланса килнӗччӗ.
Тен, ҫавӑнпа-и, вӗсем Тутарстанри чӑвашсен культурине сӑнлакан чаплӑ мешехене хутшӑнакан хӗрлӗ-шурӑ тумлӑ халӑх хушшине сисӗнмесӗр кӗрсе кайрӗҫ. Халӑхӗ те - ытти республика Уявӗсемпе танлаштарсан - сахалӑн марччӗ, 10 пин ҫын ытла. Паллах ӗнтӗ ку чухне машина-автобус капланӑвӗсӗр мар. Сиктӗрмери музейӑн директорӗ Олег Мурзин сӑнанӑ тӑрӑх музей умӗнчен кашни 10 ҫекунтра пӗр машина иртсе кайнӑ.
Чӑнах та, ҫын питӗ нумайччӗ, Аксуринчен 2 хут пысӑкрах лаптӑк ҫынпа тулса та ларчӗ. Чӑвашла тумланнӑ кун чухлӗ ҫынна эпир Шупашкарти Акатуйсенче те курман.
ЧР Пуҫлӑхӗн тата ТР Президенчӗн сайчӗсенчи сӑнӳкерчӗксем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев