Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурте хастар хутшӑнсанччӗ

Питӗ савӑнтарчӗҫ конкурс комиссине Теччӗ, Кайпӑҫ, Тури Услон, Лениногорски районӗсем. Ку районсенчен вуншар-ҫирӗмшер юрӑ килчӗ Инстаграмра иртнӗ суйлав  тапхӑрне

 Ӗҫ тапранчӗ
Ҫакӑнтан палӑра пуҫларӗ те кам мӗнле ӗҫлени. Аслӑ пуху вӑхӑтӗнче ертӳҫе критиклекенсем – хӑйсене хушнӑ ӗҫе, шел пулин те, кирлӗ пек тӑваймарӗҫ. Унтан-кунтан, аран-аран пӗрер юрӑ килчӗ вӗсем патӗнчен. Нимӗн те туман ҫынна нимӗншӗн те ятлама ҫук. Анчах та вӗсене шанса панӑ районсенчи ЧНКЦсен ӗҫне хутшӑнакан лайӑх сасӑллӑ юрӑҫсемпе ансамбльсем конкурсӑн финалне тухса пысӑк премисем илес шанӑҫа ҫухатрӗҫ.
Хӑш-пӗр районта лару тӑру пачах урӑхла пулчӗ. Ҫакӑ уйрӑмах Положение улӑштарса унта паллӑ юрӑсен минусовисемпе усӑ курма юрать тенине кӗртнӗ хыҫҫӑн палӑрчӗ. Питӗ савӑнтарчӗҫ конкурс комиссине Теччӗ, Кайпӑҫ, Тури Услон, Лениногорски районӗсем. Ку районсенчен вуншар-ҫирӗмшер юрӑ килчӗ Инстаграмра иртнӗ суйлав  тапхӑрне. Теччӗ районӗнчи Пӑхӑрҫӑри тутар ансамблӗ Христофоров юррине юрланине курни мӗне тӑрать!
Кайпӑҫ районӗнчи кӳльпуҫсем кӑна мар, ытти ялсенче пурӑнакан чӑвашсем те хастар хутшӑнчӗҫ "Юрла чӑвашлана", Тури Услон районӗнче те сахал мар ял ҫӑлтарӗ пуррине пӗлетпӗр халӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев