Сувар

Пурте пухăнсан яла

Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗсем пурте Кивӗ Упирен тухнă тесе çирӗплетеççӗ историксем. Майăн 5-мӗшӗнче çак ял хăйӗн 400 çуллăхне уявларӗ.

Уяв программи анлăччӗ. Малтан «Вилӗмсӗр полк» акцине ирттерчӗç кивуписем. Вăрçăран таврăнманнисене асăнса лартнă обелиск патне фронтра пулнисен сăнӳкерчӗкӗсене йăтса утрӗç, чечек кăшăлӗ хучӗç. Акă мӗн тӗлӗнтерчӗ: обелиск тăррине пилӗк кӗтеслӗ çăлтăр мар, хӗрес лартнă кунта. Православи витӗмӗ вăйлă пулас çак ялта. Вырăнти тӗн ӗçченӗсем часавай хӗресне светить турӗç. Сехете яхăн тăсăлчӗ Кӗçӗн Мăнкунри кӗлӗ. Унтан сăхсăхакан çынсене хӗрес чуптутарса, таса шывпа пӗрӗхсе ырлăх-сывлăхпа пурăнма пиллерӗç. Хисеплӗ хăнасен хушшинче Çӗпрел район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Сарафанов, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев, Чӗмпӗрти чăвашсен «Ниме» культура центрӗн хастарӗсем пурччӗ. Вӗсем пухăннисене уяв ячӗпе саламларӗç.

Ӗлӗк-авал ку тăрăхри Куршанкă çырми патне çынсем хальхи Чăваш Республикин Красноармейски районне кӗрекен Упи ялӗнчен куçса килни паллă.

Пӗрремӗш урамсем Аялкаспа Арман касси пулнă. Каярах, ял ӳснӗçем Çӳлтикаспа Каткасси, унтан Çӗнӗ кас  пулса кайнă. Кивӗ Упи хăвăрт ӳссе сарăлнă. Çӗр çитменнипе ял-йыш Çӗнӗ Упи ялне йӗркелет. Икӗ яла Çӗçӳк çырми уйăрса тăрать. Çӗçӳк ятлă пуян пурăннă тет ӗлӗк унта. Ялти пысăк йăхсен хушамачӗсем те хут çине çырăннă. Вырăнти таврапӗлӳçӗ Владимир Ярухин хăйӗн çӗнӗ кӗнекинче Альмяшкинсемпе Сидоровсен, Кудряшовсемпе Черновсен, Лукьяновсемпе Симуковсен, Спиридоновсемпе Куракинсен, Байгаловсен хушамачӗсене тӗп ратсем тесе асăнать.

1921 çулта арман хуçин Хватей Кудряшовăн çемйи ял варрине часавай лартать. Пысăк хӗрес çине Святуй Георгий турăшне вырнаçтарнă пулнă. Кӗтӳ кайнă-килнӗ чухне ку вырăна выльăхсем ан варлаччӗр тесе хӗрес патне хуралçă тухнă.

Улпутсен вăхăчӗ иртсен Кивӗ Упинчи пӗрремӗш колхоза «Броневик» ят параççӗ. Каярах вăл Куйбышев ячӗлллӗ хуçалăхпа, унтан Чапаев ячӗллӗ колхозпа пӗрлешет.  

2018 çулхи кӗркунне ял халăхӗ, ялтан тухса кайнисем пулăшнипе часавая çӗнӗрен лартнă, тăватă турăш, ылтăн тӗслӗ хӗрес вырнаçтарнă. Йӗри-тавра карта тытнă.

Ăçтан кăна таврăнман яла: Чӗмпӗртен те, Хусантан та, Шупашкартан та. Мускавра ӗçлекенсем те хавасчӗ халăхпа пӗрле савăнма. Пысăк уявра вăйă-кулăсăр, юрă-ташăсăр мар, паллах. Вырăнти пултарулăх ушкăнӗсем те, уйрăм юрлакансем те ăсталăхӗсемпе тӗлӗнтерчӗç. Чӗмпӗрти «Сăрнай» фольклор ушкăнӗ юрлани вара таçта инçете илтӗнчӗ.  

Халӗ Кивӗ Упире 126 çын пурăнать, вӗсенчен 13-шӗ шкул ачи. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: