Пуш уйăхӗн 19-мӗшӗ – Константин кунӗ
Халăх календарӗпе: енчен те улатакка пуш уйăхӗнче йывăçсене таккать-тӗк – сивӗсем вăрахчен пулаççӗ
Пуш уйăхӗн 13-мӗшӗ – Василий. Пӳрт, хуралтă тăррисенче юр ирӗлсе тумлама пуçлать. «Ваçлей кунӗ çитсен хӗл те йӗме пуçлать», – теççӗ. Çак кун çумăр çуни аван паллă – çулла савăнтарать.
◊ Пуш уйăхӗн 14-мӗшӗ – Евдокия, Авдотья. Çак кун тӗлне чӗрчунсенчен нумайăшӗ хӗл ыйхинчен вăранать. Юр ирӗлтерсе тунă шыв ку кун уйрăмах сиплӗ теççӗ. Ăшă çил вӗрсен çулла йӗпе-сапа пулать. Çил хăш енчен вӗрет – çулла та çавăнтанах вӗрӗ. Кунӗ уяр-тăк – çулла та уяр çанталăкпа савăнтарӗ.
◊ Пуш уйăхӗн 15-мӗшӗ – Федот. Çак кун ăшă çил вӗрсен çулла ăшă пулать. Çумăр çуни вара çулла йӗпе-сапа пуласса.
◊ Пуш уйăхӗн 16-мӗшӗ – Евтропий. Упа хӗл ыйхинчен вăранать. Енчен те хӗвел пӗлӗт «ăшне» анать-тӗк, тепӗр кун ăмăр çанталăк пулать.
◊ Пуш уйăхӗн 17-мӗшӗ – Герасим. Кăнтăртан хура кураксем таврăнаççӗ. Вӗсем килнӗ-килмен йăвисене юсама тытăнаççӗ-тӗк – кӗç-вӗç ăшăтать, çуркунне кая юлмасть. Кайăксем йăвисене ларсан пӗр эрнерен çурхи акана тухма юрать тенӗ ваттисем.
◊ Пуш уйăхӗн 18-мӗшӗ – Конон. Çак кун хӗвеллӗ-тӗк, çулла пăр çăвасран хăрамалла мар. Конон хыççăн 40 хутчен тăм ӳкет (ирхи сивӗ).
◊ Пуш уйăхӗн 19-мӗшӗ – Константин. Енчен те улатакка пуш уйăхӗнче йывăçсене таккать-тӗк – сивӗсем вăрахчен пулаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев