Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пуш уйăхӗн 24-мӗшӗнче Хусанта ТР Халăхсен ассамблеин черетлӗ ларăвӗ иртрӗ

Унта наципе культура пӗрлешӗвӗсен, Туслăх Çурчӗсен ӗçӗсене пӗтӗмлетрӗç, 2022 çулхи плансене сӳтсе яврӗç. Канашлăва Тутарстан халăхӗсен ассамблеин Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пычӗ. Чăвашсенчен çак канашлăва ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗ Дмитрий Самаренкин, унăн çумӗ Константин Малышев, Çарăмсан районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Лидия Квакова, Нурлат районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Галина Терентьева, Хусанти чăваш вырсарни шкулӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, Аксу районӗнчи Культура управленийӗн ертӳçи Алексей Тимирясов, çамрăксенчен Оксана Ситриванова тата Ксения Романова хутшăнчӗç.

«Ассамблейăна 1992 çулта йӗркелесе янăранпа республикăри наци юхăмӗн географийӗ тăтăшах сарăлса пырать: пирӗн ретсем çӗнӗ çынсемпе хушăнаççӗ, халăхсен общество пӗрлешӗвӗсен йышӗ ӳссе пырать, – тесе палăртрӗ Фарид Мухаметшин канашлăва уçса. – Пӗлтӗр эпир Пăвара çӗнӗ Туслăх Çуртне уçрăмăр, çичӗ представительство уçăлчӗ, пирӗн çума икӗ çӗнӗ наципе культура пӗрлешӗвӗ хушăнчӗ – якутсем тата тувасем». Хальхи вăхăтра Тутарстанри халăхсен Ассамблеи 249 наципе культура пӗрлӗхне пӗрлештерет.

«Халăхсем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусен уйрăмлăхӗ вӗсем патне кашни кун тимлӗх пулмаллипе палăрса тăрать. Уйрăмах эпир хальхи вăхăтра пурăнса ирттерекен кризислă тапхăрсенче, - тесе палăртрӗ Фарид Мухаметшин. – Паян Украинăри ятарлă çар операцине пула, Раççей анăçри çӗршывсем енчен прецедентсăр экономика тата санкцилле пусăмпа тӗл пулчӗ. Çӗршыв ертӳçисем, патшалăх пуçлăхӗ граждансемпе бизнеса тӗрев парас тесе майсем йышăнаççӗ. Республика шайӗнче экономика тӗреклӗ аталантăр тесе, ӗçлӗхе упраса хăварас тесе, пӗчӗк тата вăтам бизнес çӗнӗ условисем патне хăнăхтăр тесе оперативлă штаб туса хунă».

Фарид Муаметшин палăртнă тăрăх, Тутарстанăн нумай нациллӗ халăхӗ яланах пӗр-пӗрне пулăшассипе, ыркăмăллăхпа, хӗрхенӳлӗхпе уйрăлса тăрать. Вăл наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳçисене ЛНР тата ДНР-тан ирӗксӗр куçса килекенсем валли гуманитари пулăшăвӗ пухнăшăн тав турӗ. Ырă ӗçе 25 организаци хутшăннă, 50 ытла наци представителӗ виçӗ миллион тенкӗлӗх гуманитари пулăшăвӗ пухнă, çав шутра чăвашсем те.

Тутарстан Халăхӗсен ассамблеин 2021 çулхи ӗçӗ-хӗлӗ пирки Ассамблея Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев доклад турӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, Тутарстанра 13 Туслăх çурчӗ тата центрӗ уçăлнă, Ассамблейăн икӗ филиалӗ тата 31 представительстви ӗçлет. 2021 çулта Ассамблейăн çӗнӗ представительствисем çичӗ районра уçăлнă: Элкел, Тури Услон, Çарăмсан, Агрыз, Лайăш, Рыбно-Слободски, Саба. ТР Президенчӗ пулăшнипе вунă автобус уйăрса панă.

ТР ШӖМ-ӗн Миграци управленийӗн статистикипе 2021 çулта миграци учетне Тутарстанра 256 пин ют çӗршыв çынни тăнă. Вӗсенчен нумайăшӗ (63 пин çын) Тутарстана ӗçе килнӗ, харпăр тӗллевпе 30,5 пин çын килнӗ, 25,5 пин çын кунта вӗренет. Миграци учетне тăнă çынсенчен ытларахăшӗ Узбекистанран – 97 пин çын, Татджикистанран 50 пин ытла çын килнӗ, 11 пине яхăн çын Кыргызстанран килнӗ. Яковлев сăмахӗсемпе, ведомствосемпе министерствосем хутшăннипе Ассамблея мигрантсемпе тăтăшах профилактика ӗçӗсем ирттерет.

Халăхсен ассамблеин тӗп ӗçӗ – наци культурисене упраса аталантарасси. «Наципе культура автономийӗсен ертӳçисем хутшăнмасăр республикăри пӗр наци уявӗ те иртмест», – тесе пӗлтерчӗ Ӗçтăвком ертӳçи. Уявсем яланхилле «Çăварнипе» «Наурузран» пуçланаççӗ, унтан вырăссен «Каравонӗ», унтан, çармăссен «Семыкӗ», унтан мордвасен «Балтайӗпе» «Валда Шынясӗ», унтан чăвашсен «Учукӗпе» «Уявӗ», унтан удмуртсен «Гырон быдтонӗ», унтан славянсен «Иван Купалӗ», унтан крешӗнсен «Питравӗ» иртеççӗ. Çак уявсем республикăри этноссем хушшинчи хутлăха кӗрсе вырнаçнă, вӗсем тӗрлӗ халăхсен хăй евӗрлӗ фольклор уйрăмлăхӗсене, йăлисене упрама пулăшаççӗ, çав вăхăтрах культурăсене пуянлатма май параççӗ. Пӗлтӗр республикăра «Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ» пулнă май, ку ӗçе вăйлатма май пулнине асăрхаманнисем сахал пулӗ.

Тутарстанри Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов тата Çамрăксен ассамблеин ертӳçи Тимур Кадыров хăйсем ертсе пыракан организацисен ӗçӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗç. «Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ» вӗрентӳ центрӗн çитӗнӗвӗсемпе унăн директорӗ Майя Хухунашвили паллаштарчӗ. Хальхи вăхăтра çак шкулта 18 наци уйрăмӗ ӗçлет, вӗсенче 448 ача вӗренет.

2022 çул республикăри наци юхăмӗшӗн юбилейлă, май уйăхӗнче Тутарстанри Халăхсен асссамблеине йӗркелесе янăранпа 30 çул çитет. Раççейре кăçал Халăхсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗ.

«Малта нумай мероприяти. Вăйсене пӗрлештерсе çеç эпир хамăр халăхсен нумай ӗмӗрхи туслăхӗн хăватне усăллă ӗç енне çавăраятпăр, - тесе пӗтӗмлетрӗ Фарид Мухаметшин пухăва, - пирӗн ăнăçу влаçăн мӗн пур сийӗсем граждан обществипе пӗрле килӗштерсе ӗçленинче. Халăхсем хушшинчи тăнăçлăхпа килӗшӳ – пирӗн пӗрлехи ӗçӗн никӗсӗ».

Юлашкинчен Фарид Мухаметшин общество ӗçӗнче палăрнă çынсене патшалăх наградисем пачӗ. Ыттисемпе пӗрле ТР ЧНКА Канашӗн Председатлӗ Дмитрий Самаренкин ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн Тав çырăвне тивӗçрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев