Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушар хыпарлавҫисен усси пур, вӗсем ҫын пурнӑҫӗсене ҫӑлаҫҫӗ

Ҫак пуҫарӑва ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та тӗрев панӑ

Ҫулӑм е тӗтӗм тухнине малтанхи тапхӑрсенчех систерсе ҫуртра е хваттерте пурӑнакансене унтан хӑвӑрт тухса ӗлкӗрме май пултӑр тесе Раҫҫей МЧСӗн Тутарстан Республикинчи Тӗп управленийӗ 2016-2020 ҫулсенче автономлӑ пушар хыпарлавҫисене граждансен чухӑн категорийӗсен килӗсене тӳлевсӗр вырнаҫтарас республика программине пурнӑҫларӗ.
Ҫак пуҫарӑва ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та тӗрев панӑ.
Автономлӑ пушар извещателӗсене пӗчӗк ачасене ӳстерекен йӗркесӗр 2079 ҫемьесен ҫуртӗнче (хваттерӗнче), 5 е ытларах ачаллӑ ҫемьесен 937 килӗнче, социаллӑ хӳтлӗх органӗсем пӑхакан 1697 инвалид хваттерӗнче, 4 ачаллӑ ҫемьесен 2513 хваттерӗнче, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен 1212 килӗнче, 70 ҫултан иртнӗ граждансен 10285 килӗнче, инвалид ачасене ӳстерекен ҫемьесен 14353 хваттерӗнче, 3 ача пӑхса ӳстерекен сахал тупӑшлӑ ҫемьесен 6863 килӗнче вырнаҫтарнӑ. Программӑн 6 тапхӑрӗнче  ҫӑлавҫӑсем 39939 кил-хуҫалӑха 153804 автономлӑ пушар хыпарҫи лартса тухнӑ.
Унсӑр пуҫне, Ватӑ ҫынсен декади пынӑ хушӑра, МЧСри Надзорпа профилактика ӗҫӗн управленийӗ автономлӑ пушар извещателӗсене малтанхи тапхӑрсене кӗреймен ватӑ ҫынсен 2463 килӗсене вырнаҫтарнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсем тата 1267 кил-ҫуртра хыпарлавҫӑсем лартмалла.
Пушар извещателӗсем хӑйсен эффективлӑхне кӑтартма та ӗлкӗрнӗ. Ҫапла, 2016-2020 ҫулсенче пурнан ҫурт-хваттерсенче тухнӑ 49 пушарта, пушар сигнализаторӗсене пула 103 ҫын вӑхӑтлӑ тухса ӗлкӗрсе ҫунса вилесрен хӑтӑлнӑ. Ҫав шутра 43 ача. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев