Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушар надзорӗн инспекторӗсем рейдсем ирттереççӗ

Çумăрсăр шăрăхра вут хыпса илес хăрушлăх пысăк, çавăнпа та пушар сӳнтерекенсен отрячӗсен сотрудникӗсем ялсемпе сад пӗрлешӗвӗсенче пурăнакансемпе профилактика ӗçӗсем ирттереççӗ. Инспекторсем пушар хăрушсăрлăхӗн йӗркисене аса илтереççӗ, пушар тухсан мӗн тумалли çинчен калакан буклетсем валеçеççӗ.

Хӗртсе хӗвел пăхнă чухне, сывлăш температури 30 градусран иртнӗ вăхăтра надзор ӗçӗ-хӗлӗн инспекторӗсем сад пӗрлешӗвӗсем тăрăх профилактика рейчӗсем ирттереççӗ. Çумăрсăр шăрăхра вут хыпса илес хăрушлăх пысăк, çавăнпа та пушар сӳнтерекенсен отрячӗсен сотрудникӗсем ялсемпе сад пӗрлешӗвӗсенче пурăнакансемпе профилактика ӗçӗсем ирттереççӗ. Инспекторсем пушар хăрушсăрлăхӗн йӗркисене аса илтереççӗ, пушар тухсан мӗн тумалли çинчен калакан буклетсем валеçеççӗ.

– Кăвайт чӗртни, типӗ те шăрăх çанталăкра çӳпӗ-çапă çунтарни – питӗ те хăрушă, – тесе ăнлантарать Ешӗлвар районӗнчи надзор ӗçӗ-хӗлӗпе профилактика уйрăмӗн аслă инспекторӗ Олег Костин. – Пӗчӗк çулăм та самантрах пысăк пушара куçма пултарать. Çиллӗ çанталăк пулчӗ-тӗк, вут çийӗнчех кӳршӗри çуртсем çине куçма пултарать.

Çакнашкал рейдсен тӗп тӗллевӗ – участоксен хуçисене пушар хăрушсăрлăхӗэн йӗркисене пăхăнса пыма ӳкӗтлесси. Йышăннă дистанцире тăрса, сыхлану хатӗрӗсемпе усă курса инспектрсем дачниксемпе калаçаççӗ, ăнлантараççӗ, ыйтусем çине хуравлаççӗ. Садоводсем хăйсем те лару-тăру çивӗчлӗхне ăнланаççӗ: çакнашкал шăрăхра пахчара кăвайт чӗртни – айванлăх. Кашни участокра шыв пичӗкисем, шлангсем пур. Мунчасене асăрханса хутаççӗ, ытларах çуллахи душсемпе усă кураççӗ.

Сăнӳкерчӗксем 16.mchs.gov.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев